22 января 2011 г.
Чиркÿ вĕрентнĕ тăрăх, кĕлтуса тасатнă шыв–Турă тивлечĕн сăнарĕ. Вăл ĕненекенсене чун-чĕрепе çылăха кĕнинчен, чир-чĕртен тасатать. Ахальтен мар тĕне кĕнĕ чухне те таса шыв тултарнă савăта чиксе кăлараççĕ.
Тĕне ĕненекенсем таса шывпа килте те усă кураççĕ. Кирлех пулсан молебен заказ парса шыва тасаттарма та май пур. Кăшарнире (январĕн 18-мĕшĕ), Турă курăннă вăхăтра (январĕн 6-мĕшĕ) кĕлтуса тасатнă шыв уйрăмах хисепре. Вĕсем иккĕшĕ пĕр пĕлтерĕшлĕ.
Таса шыва мĕнле упрамалла; Ăна апат-çимĕçпе шкапра, холодильникра тытма юрать-и; Шыва апат-çимĕçпе юнашар тытма кирлĕ мар. Таса шыв холодильникра лармасан та пăсăлмасть. Тулли савăта уйрăм шкапра е ытти турăшсемпе юнашар, е кĕлтуса тасатнă япаласемпе упрамалла.
Кăшарни шывне чирленĕ вăхăтра ĕçни уйрăмах пулăшать. Серафим Вырицкий монах йывăр чирленĕ чухне таса шыва кашни сехетрех апат кашăкĕпе ĕçме ыйтнă. Чир-чĕртен асăрханма ăна ирсерен выçăлла пĕр апат кашăкĕ ĕçмелле. Турă çăкăрĕпе çыртса ĕçсен аванрах. Чиркÿре тасатнă шыв пăсăлмасть. Енчен таса шыв килте пăнтăхрĕ пулсан, çакă унăн хуçи йĕркесĕр пурăннине е тухатмăшпа аппаланнине пĕлтерет. Пăсăлнă шыва юхан шыва е пĕвене, хăйне илнĕ вырăна, тăкмалла. Таса шыва çÿп-çапа, раковина е канализацие тăкма юрамасть.
Кĕлтуса тасатнă шыв хаяр, усал сывлăша хăваласа ярать, аскăнлăх çулăмне сÿнтерет. Унпа çурт-йĕре тасатма, çирĕплетме те май пур. Пĕчĕк ачана çăвăнтарнă чухне кĕлтуса тасатнă шывпа ан чÿхĕр–ваннăри тасамарлăх çав-çавах канализацие е çÿп-çапа лекет. Ку вара япăх пулăм.