АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулура тĕрлĕ ыйту хускатнă

22 января 2011 г.

2011 çулхи пĕрремĕш Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ православи тĕнне ĕненекенсен пысăк уявĕпе – Кăшарнипе тÿр килчĕ.

Кун йĕркине сывлăха сыхлас ĕç системăна модернизацилессипе, предпринимательствăна аталантарассипе, ялти çĕрсене усă курассипе çыхăннă ыйтусене кĕртнĕ.

Çак ыйтусене вырăнти халăхпа тĕл пулса сÿтсе явма района Чăваш Республикин “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” Патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Э.Аблякимов, Чăваш Республикин сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Осипова, Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов, Чăваш Республикин финанспа бюджет надзорĕн федераллă службин Территори управленийĕн ертÿçи Н.Константинова килнĕ. Министерствăпа ведомство представителĕсем чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Глуховпа “çавра сĕтел” тавра калаçу йĕркелерĕç, районăн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăх лланĕпе паллашрĕç. Тĕл пулу хыççăн Информаци кунне хутшăннисем вырăнсене тухса халăхпа курса калаçрĕç. Информаци кунĕ православи уявĕпе пĕр килнине кура чăн малтанах пур ушкăн та Çĕньял ял поселени территоринче уçнă таса шыв çăл куçĕнче пулса пит-куçне çурĕ, кăмăл тăвакансем 2010 çулта Шупашкар тата Чăваш Ен епархийĕнчи Варнава владыка тасатнă шывра чÿхенсе тухрĕç. Ун хыççăн Н.Глуховпа Э.Аблякимов ертсе пыракан ушкăн Турханти психоневрологи интернатĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ И.Дикин, ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов Первомайски ял поселенинче пулчĕç, кун йĕркине лартнă ыйтусене халăхпа тĕл пулса сÿтсе яврĕç.

Информаци кунĕн иккĕмĕш ушкăнĕ Кăшарни ячĕпе Сител кÿллине пуçтарăннă халăхпа тĕл пулчĕ. Юлашкинчен граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç. А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика