АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăкăт ял поселенийĕнче Хăй тытăмлăх пуçлăхĕн кунĕ иртнĕ.

22 января 2011 г.

Унта ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Чи малтанах пуçтарăннисем вырăнти инфратытăмпа паллашнă: пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмне, “Çăлкуç” ача садне, райпо магазинне, библиотекăна, вăтам шкула çитсе курнă. Унсăр пуçне 661 хуçалăхлă ялта “Красное Знамя” СХПК, ООО “Весна”, уйрăм çынсен 5 магазинĕ, чиркÿ, Перекет банкĕн филиалĕпе çыхăну уйрăмĕ ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Кунта демографи лару-тăрăвĕ те чан çапмалли мар: ялта 2 пин ытла çын пурăнать. Çамрăксем тăван тăрăха юлни сисĕнет. Пĕлтĕр 22 ача кун çути курнă. Паллах, ял пуласлăхĕ, çитĕнĕвĕ хăй тĕллĕн пулмасть. Çакна ял поселенийĕн пуçлăхĕпе С. Толстовпа “Красное Знамя” хуçалăх ертÿçи П. Никифоров патшалăх кредитсем, субсидисем парса пулăшнипе тата вырăнти ертÿçĕсем ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пынипе тÿрремĕнех çыхăнтараççĕ. 2010 çулта поселени республикăри конкурссене хутшăнса тĕрлĕ грантсене тивĕçнĕ. Вăл укçа-тенкĕпе культура çуртне, пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕпе ача сачĕн çуртне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Вĕрентекен çулталăкĕнче тата ял тĕнче шайĕн-чи шкулпа пуянланнă. Пĕтĕмлетÿ шăпах пĕлÿ çурчĕн акт залĕнче иртнĕ. Пуçтарăннисем çумне унта шкул директорĕсем те хутшăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д. Медведев Федераци Канашне янă Çырăва пурнăçлас тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă, тĕллевсене çивĕчлетнĕ. А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика