22 января 2011 г.
Иртсе кайнă Тигр çулталăкĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 471 ача çуралнă. Вăл шутра 246 ар-çын ача, 225 хĕр ача. Виçĕмçулхипе танлаштарсан çут тĕнчене килнĕ пепкесен йышĕ сахалтарах.
Хальхи вăхăтра хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачасене сайра тĕл пулакан ят хума тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе ятсен энциклопедине те усă кураççĕ. Çапах та 2010 çулта районти ЗАГС уйрăмĕнче арçын ачасенчен Максим, Кирилл, Дмитрий, хĕр ачасенчен Анастасия, Анна, Дарья ятсене ытларах суйласа илни паллă.
Юлашки икĕ çулта йĕкĕрешсен шучĕ пĕрешкел пулнă: пĕлтĕр те, виçĕмçул та вĕсене çичшер шута илнĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла. Районти 56 ялтан 2009 çулта çиччĕшĕнче, пĕлтĕр вара пиллĕкĕшĕнче пĕр ача та çуралман.