22 января 2011 г.
Ашшĕ-амăшĕсен черетлĕ пухăвне ирттериччен Туçари вăтам шкулти çиччĕмĕш классен ертÿçи Р. Ямалетдинова
вĕренекенсене тата аслисене пĕрешкел ыйтусем парса хуравлаттарчĕ. Ÿссе çитĕнекен ăру проблемисем çинчен пычĕ сăмах. Шăпах çак вăхăтра пурнăç çулĕ çине тухмалли сукмака тĕрĕс суйласа илме тăрăшмалла вĕсен. Ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен çитĕнсе пынă май вĕренĕве хавшатмалла мар. Сиенлĕ йăла-йĕркене сивлеме пĕлмелле.
Кун йĕркине лартнă ыйту пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ. Ăна тата вĕренĕве çыхăнтарса малтанах класс ертÿçи Р. Ямалетдинова калаçрĕ. Унтан шкул директорĕ П. Шашкин, вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ П. Мулюков, географи учителĕ Л. Карягин, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ И. Козлова, чăваш чĕлхипе литература учительници М. Табакова сăмах илчĕç.
“Хулла çамрăкла аваççĕ”,- терĕ Мария Зиновьевна. Вĕренме те, тĕрĕс воспитани илсе ÿсме те кая юлман-ха çиччĕмĕшсем. Хăшĕсем маларах тунă йăнăш утăмсене ăнланса пыраççĕ.
Воспитани парасси–пĕрлехи ĕç. Шкул саккинче ларнă чухне йĕркеллисем каярахпа пăсăлса кайма пăхаççĕ. Е çитĕнекен ăрăвăн вăрттăн туйăмĕсем тăрă шыв çине тухмасăрах юлаççĕ. Çакна гардеробри куртка кĕсйинчен алса е урăх япала çухатнă тĕслĕхсем пулнипе те çирĕплетме пулать. Ашшĕ-амăшĕ сăнамалла килте. Ача ют алса е пушмак тăхăннине курсан мĕншĕн иккĕленĕве вĕçне çитермелле мар..
“Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçа кĕртмелли услови çителĕклĕ шкулта. Анчах ачасем юлхаврах халĕ. Компьютер вăййисем илĕртеççĕ вĕсене. Ун умне ларсан сехечĕ-сехечĕпе хăпаймаççĕ. Педагогика коллективĕ “Дневник. ру” проекта пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлет. Анчах каллех ашшĕ-амăшĕ компьютера алла илсе, унпа кирлĕ пек усă курса ачасен пĕлÿ шайĕпе интересленме пуçличчен самаях вăхăт иртĕ-ха.
–Кашни ачан вĕренÿ патне туртăнас шайĕ пĕрешкел мар. Тепри ĕçре, виççĕмĕшĕ спортра палăрать,-терĕ сĕнÿсем парса пухăва хутшăннă И. Мулюковăн асламăшĕ. Вера Петровна хăй те педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Ун шухăшĕпе те килĕшмелле. Юрăхлă çын пулса ÿсчĕр ачасем, аслисенчен ырă тĕслĕх илччĕр. Алла аттестат илсе малалла пĕлÿ пухма пултарччăр е ĕçе вырнаçчăр.
А. АСТРАХАНЦЕВА.