АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕмпĕр тата та çывăхланĕ

22 января 2011 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан делегаци официаллă визитпа Ульяновск облаçĕнче пулнă.

Кăшарни кунĕнче республика пуçлăхĕ Иван Яковлевăн музей комплексĕ çумĕнчи чиркÿре пулнă, Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе паллашнă, унта Ульяновск облаçĕнчи наци-культура автономийĕн президиумĕпе ăшă та кăмăллă тĕл пулу иртнĕ.

Кунтах Ульяновск облаçĕнче Пĕтĕм чăвашсен “Акатуй” уявне ирттерессипе, наци ялне тăвассипе çыхăннă темăсене сÿтсе явнă. Палăртни вырăнлă: облаçра 111 пин чăваш пурăнать. Икĕ регион ĕçтешлĕхĕ çуллен çирĕпленсе пырать.

Çавăн пекех Чăваш Ен делегацийĕ Ульяновск хулинче облаçа туса хунăранпа 68 çул çитнин уявне халалланă савăнăçлă пухăва та хутшăннă.

Юлашкинчен Ульяновск облаçĕн правительствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Чăваш Республикин Культура кунĕсене тата Пĕтĕм чăвашсен Ульяновск облаçĕнчи “Акатуй” наци уявне йĕркелесе ирттерес енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика