22 января 2011 г.
Первомайскинче районти шкул ачисем хушшинче йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ.
Вăтам шкулсен командисем хушшинче Аслă Чеменсем пĕрремĕш, Первомайскисем иккĕмĕш, Нăрваш Шăхальсем виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Уйрăм спортсменсенчен 5 километрлă дистанцире Аслă Чеменри вăтам шкулта вĕренекен Ф. Япаровпа А. Медведев палăрнă. Первомайскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ, халĕ Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре пĕлÿне малалла тăсакан Ю. Никитин виççĕмĕш вырăн йышăннă. Хĕр ачасем хушшинче Аслă Чеменри вăтам шкулта вĕренекен Л. Антонова финиша пĕрремĕш çитнĕ. Первомайскинчи вăтам шкулти Н. Кузьминапа Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекен А. Михайлова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.
Хăш-пĕр вăтам шкулсем пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсемпе ăмăртма та командăсем тăратма мехел çитернĕ. Кунта каллех Аслă Чеменсем маттуртарах пулнă. Нăрваш Шăхальсемпе Патăрье-лĕнчи 1-мĕш вăтам шкул командисем–иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Арçын ачасенчен ку ушкăнта Первомайскинчи Ю. Никитин çĕнтернĕ. Çавăн пекех А. Бородкинпа (Нăрваш Шăхаль) П. Гусев (Первомайски) призерсен шутне лекнĕ.
Хĕр ачасенчен каллех Л. Антоновăна (Аслă Чемен) çитекенни пулман. А. Макаровăпа (Аслă Чемен) Н. Никитина (Первомайски) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă.
х х х
Çĕмĕрлере йывăр атлетика енĕпе республика чемпионачĕ иртнĕ. Унта Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Хăйсен виçисенче Алманчăри вăтам шкулта вĕренекен Д. Исаков, Э. Карсаков, А. Мышов (халĕ Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕренет) çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Г. Карсаков (Алманчăри вăтам шкул), С. Немцева (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул), М. Камасова (Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул) иккĕмĕш, И. Исаева, В. Леонтьев, Л. Николаева, Д. Маллин виççĕмĕш вырăн йышăннă.
(Хамăр корр).