АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннине ăçта сутма меллĕрех

26 января 2011 г.

Тыткаламалăх кăшт укçа пултăр тесе ял çынни çуллахи шăрăхра та хирте тăрăшать, ирхи тутлă ыйхăран тăрса выльăх-чĕрлĕхне пăхать. Хуçалăха тытса пыма, ачи-пăчине тăхăнтартма, вĕрентме кĕмĕлĕ самаях кирлĕ. Туса илнĕ продукцие ăçта вырнаçтарасси те шухăшлаттарать. Юрать-ха халь кашни ялта тенĕ пекех ятарлă çынсем пур, вĕсем кил тăрăх тенĕ пек сутлăх валли акса-лартса ÿстернĕ пахча-çимĕçе тултарма сеткăсем валеçсе çÿреççĕ. Туянас шухăшлисем ытларах, халăхри пек каласан, хурисем. Тиркешме, виçине чакарма пăхсан та вĕсенех пама тăрăшатпăр. Кил умĕнчен илсе кайнинчен лайăххи нимĕн те çук пек туйăнать-çке. Хăшĕ-пĕри вара Патăрьелне каять. Пасар çывăхĕнче çулла е кĕр енне сухан-севок, кишĕр, чĕкĕнтĕр, пан улми, помидорпа хăяр тата ытти пахча çимĕçе сутакансене кашни ытларикунпа эрнекун курма пулать. Рынокра хăйĕнче пĕр вырăн илсе килти продукцисемпе суту-илÿ тăвакансем çукпа пĕрех. Сутакан япала тăнă вырăншăн саплаштарма çеç çитет пулсан мĕншĕн тăкакланмалла; Килти пахча çимĕç ытлашши пулнипе тата тупăшне кăшт ытларах курас тĕллевпе пасаралла утаççĕ вĕт. Пирĕн патăрти хаксем Шупашкарти тĕп пасарти хаксенчен чылай пĕчĕк, çакă та витĕм кÿрет ĕнтĕ.

Пасарта аш-какайпа суту-илÿ тăвакансене те кураймастăн, ку условипе те çыхăннă. Малашне “Юхма” ярмăрк-кăри тимĕртен тунă хуралтăра ял çынни хăй туса илнĕ продукцине сутма пултарать. Унта лаборатори вырнаçтарма, тĕрлĕ анализ тума пултарĕç. Хальлĕхе вара юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Республикăра пурĕ 118 ярмăрккă, суту-илÿ площадки, уйрăм рынок ĕçлет. Вĕсен 22,5 процент лаптăкĕшне ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем йышăнаççĕ, хăйсем çитĕнтернĕ продукцие сутаççĕ. Республикăра ку тĕлĕшпе 3646 суту-илÿ вырăнĕ уйăрнă. Республикăри сакăр районта ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем валли суту-илÿ вырăнĕсене пач та тÿлевсĕр уйăрса параççĕ.

Выльăх-чĕрлĕхрен кăшт та пулин тупăш илес тесе хресчен ĕне сĕтне те сутать. Ăна та кил умĕнченех туянаççĕ. Сĕт пуçтаракансене суйламалăх та пур. Хăшĕ укçине часрах тата виçене чакармасăр панине суйласа илет. Çавăн пекех ялта халь сысна çăвăрлаттаракансем те нумайăн. Çурасене Первомайскинчи пасара илсе тухса сутма пултараççĕ. Ĕне-выльăх, сурăх-качака илес текенсем те ирхине ирех çавăнталла каяççĕ.

Хĕлĕн-çăвĕн ял çынни лăш курмасăр ĕçлет, апла пулин те Сочине те, Адлера та канма каяймасть. Тÿлевсĕр, хуларисем пек каласан, сĕте, çĕр улмине, какая çиес тесен кану пирки манмалла çав. Ытлашшине сутни алă-ура çавăрмалăх кăна.

О.ПАВЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика