26 января 2011 г.
Вĕренÿре малтисенчен малта ĕлкĕрсе пырасси пĕрре те çăмăл мар, анчах çак йывăрлăхсене çĕнтерсе пыракансем Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта чылайăн. Районта предметсемпе иртекен олимпиадăра ку вĕренÿ çулĕнче 34 вĕренекен малти вырăнсене йышăнчĕç. 11 е класра пĕлÿ пухакан К.Пыркина пилĕк предметпа–хими, чăваш сăмахĕ, математика, физика, ОБЖ– пысăк балл пухса çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Пур çĕрте те пултаруллă вăл. Спорт ăмăртăвĕсенче, класс тулашĕнче иртекен мероприятисенче те хастар. Чăннипех те мухтанаççĕ унпа юлташĕсем, малашне те ăнăçу сунаççĕ.
Патăрьелĕнчи Çамрăксен урамĕнчи Тихоновсен çемйинче икĕ маттур йĕкĕт çитĕнет. Эдик–10 е, Женя 9 а класра класра вĕренеççĕ. Ăмăртса ăс пухаççĕ пĕр тăвансем. Эдик ултă предметпа–истори, обществознани, право, географи, МХК, экологи–малти вырăнсене йышăннă. Женя географи, математика, КРК, ОБЖ предмечĕсемпе çĕнтерÿçĕ пулнă. Иккĕшĕ те вĕренÿре кăна мар, ытти çĕрте те харсăр. Шашка-шахмат, волейбол вăййисене, шывра ишме кăмăллаççĕ. Кĕнекепе те туслă. Ытти вĕренекенсен те тĕслĕх илмелле Тихоновсенчен.
Г. ХЛЕБНИКОВА, вĕрентекен.