АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автор правипе саккунсăр усă курнăшăн – уголовлă ĕç

26 января 2011 г.

2010 çулхи чÿк уйăхĕн 10- мĕшĕнче Раççей Федераци-йĕнчи следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕ пĕр индивидуаллă предприниматель ячĕпе РФ Уголовлă Кодексĕн 146 статйин 2-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Предприниматель 2010 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа сăн ÿкерчĕксем тăвас тата фильмсем ÿкерес ĕçпе ĕçленĕ. Вăл иртнĕ çулхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарти “Ярмарка” пасарта электронлă шутлав машини валли контрафактлă (вăрттăн хатĕрленĕ) программăсем туянса Патăрьелĕнчи “Булат” суту-илÿ çуртĕнче арендăна илнĕ “Срочное фото” суту-илÿ кĕтесĕнче унпа услам тума шутланă. Çапла вара предприниматель РФ Конституцийĕн 40 статйин 1-мĕш пайне, Раççей Федерацийĕн саккунĕн “Об авторском праве и смежных правах” , “О правовой охране программ для электронно-вычислительных машин и баз данных” статйисене, Раççей Федерацийĕн Граждан кодексĕн статйисене пăхăнмасăр, программа авторĕсемпе килĕшÿ тумасăр е калаçса татăлмасăр услам тăвас шутпа вĕсемпе саккунсăр усă курнă. Унăн ячĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе 2011 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче Па-тăрьел район судне панă.

В. ЗАЙЦЕВ,

РФ следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕн

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика