АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен пурнăçне сахал мар çăлнă

26 января 2011 г.

2010 çулăн раштав вĕçĕнче çĕр-шыври çăлавçăсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Эпĕ хам вăл ушкăна кĕместĕп, анчах та мана çынсен пурнăçне сахал мар çăлса хăварма тивнĕ, синкерлĕ самантсенче çухалса кайман, тĕрĕс йышăнусем тунă. Чăнласах та ют çын пурнăçĕшĕн вута та кĕнĕ, шыва та сикнĕ. Халĕ çав хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăрасшăн.

1972 çулта вăрман çуннă вăхăтра Упамсаран 8-9 çухрăмра ларакан картунра пилĕк çын вут ункине тăрса юлнă. Пулăшма килнисем те пур, анчах унта кĕме çулне пĕлмеççĕ. Çав вăхăтра мана Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕнче ĕçлекен Д.Енилин васкасах машинăна хускатса инкек пулнă вырăна ячĕ. Упамсана çитсен Ф.Каллин участокри милиционер вăрман варринчи çынсене илсе тухма хушрĕ. Эпĕ те вăхăта ирттермерĕм, машина кузовне темиçе витре шыв сапса ислетрĕм, çĕтĕк татăкне шывпа йĕпетсе бензин бакĕн çăварне хупларăм та ГАЗ-51 автомашинăпа вут ăшне кĕрсе кайрăм. Вырăнĕ-вырăнĕпе йăлтах тĕтĕм хупласа илет. Пăхма та хăрушă. Çапах та вут ункине çакланнă пилĕк çынна тупса илсе тухрăм. Çав хăрушă самантсем, паллах, манăн чĕрере йĕр хăварнах.

Е тата маларахри тепĕр тĕслĕх асран тухмасть. 1965 çулхи шартлама сивĕре пĕр арçын Патăрьелĕнчи аптекăна хирĕç вырнаçнă пусса чăмнă. Эпĕ çакна каçхи шкултан таврăннă чухне кĕтмен çĕртен асăрхарăм. Çак çынна çăлма никам та васкамасть. Пусă йĕри-тавра пăр, çывăха пыма та йывăр. Эпĕ васкавлăн тепĕр вĕрен, хам валли улăштарма тумтир тупма хушрăм. Ун хыççăн вĕренпе шанчăклă çыхăнтăм та 7-8 метр тарăнăшлă пусса антăм, путнă çынна çÿçĕнчен кăштах çĕклесе вĕренпе çавăрса илтĕм. Кайран малтан мана, унтан путнă çынна туртса кăларчĕç. Кунта, паллах, пысăк теветкелĕх кирлĕ. Хĕллехи сивĕре шыва чăмни çеç те мар-ха. Тен, çавăнтах вĕренĕ татăлса каять; Телее, паллах, ун чухне те пурте йĕркеллĕ пулчĕ.

Тепĕр ырă ĕç–аптекăри кассăран укçа “вăрлакана” тупни. Ун чухне кунта ĕçлекен Н.Дроздов çамрăк специалист мана касса аппаратне тÿрлетме чĕнчĕ. Кашни кун кассăра укçа тухманран работниксем пĕр-пĕринпе хирĕçсе те пĕтнĕ-мĕн. Айăпсăр çынсене «çылăха кĕртни» вара кăлăхах пулчĕ. Касса аппаратĕнчи ещĕк хыçĕнче туллиех укçа купаланса выртать. Кассăна укçа хурсан хĕстерсе хураканнине усă курман иккен. Укçа вара хыçалалла чăмса пынă. Çакна никам та асăрхаман. Ман вырăнта усал шухăшли пулсан васкамасăр çав укçана пĕтĕрсе çеç чиксе хуратчĕ. Çийĕнчен тата аппарата тÿрлетнĕ тесе укçа илетчĕ-ха. Ку та çынна алă тăсса пулăшни тесе шутлатăп.

Граждансен пурнăçне хÿтĕлесси–кăткăс та яваплă ĕç. Хăйсен пурнăçĕпе теветкеленсе, сывлăхне шеллемесĕр çынна инкекрен, йывăрлăхран хăтаракансем чăн-чăн паттăрсем тесе калас килет. Турă вĕсене чăтăмлăх та, сывлăх та патăр.

А.ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика