26 января 2011 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта волонтерсен ушкăнĕ (ÿкер-чĕкре) йĕркеленĕренпе самаях вăхăт иртрĕ. Ултă çула яхăн волонтерсем хăйсен ырă ĕçĕсемпе тăрмашаççĕ. Çак ушкăна ертсе пыма Е.Краснова вĕрентекене шаннă. Елена Павловна “Чувашия” фондпа тачă çыхăну тытса тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртет. Çак пархатарлă ĕçре, паллах, волонтерсем те нумай тăрăшаççĕ.
Çулталăк тăрăшшĕпе чĕлĕм туртакансемпе, сывлăха упрас, çирĕплетес ыйтупа тĕрлĕ акци, ыйту-хурав ирттерчĕç. Ырă ĕçсемшĕн çунакансене, ырă шухăшлисене, таса чунлисене волонтерсем хăйсен ушкăнне йышăнаççĕ. Вĕсен йышĕ кунран-кун ÿссе пырать. Ырă ĕçĕсем вара тарăн йĕр хăвараççĕ. Никама та айккине тĕртсе хăвармаççĕ, пурне те пулăшма, ăнланма тăрăшаççĕ ырă та пархатарлă ĕç тăвакан ачасем.
Хальхи вăхăтра волонтерсем сывлăха упрас тата çирĕплетес тĕллевпе тренингсем ирттереççĕ. “Çакăн пек тренинг– ачасене хăйсен шухăшĕсене уççăн пĕлтерме пулăшать. Хăш-пĕр ачасем вăл е ку предметсенче сайра-хутра хуравлаççĕ пулсан, тренингра вара вăтанмасăр, уççăн калаçма пултараççĕ”- тесе ăнлантарать А. Мифтахутдинова аслă вожатăй.
О.КАЛЛИНА.