29 января 2011 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче вĕренÿре, тĕпчев, ăслăлăх, пултарулăх, производство тата ертсе пырас ĕçре, спортра, бизнес-проект хатĕрлес тĕлĕшпе курăмлă çитĕнÿсем тунă 1000 çамрăка хавхалантарма Хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн вĕсем кăçал уйăхсерен 1830 тенкĕ укçа илсе тăрĕç.
Сумлă стипендие тивĕçнисем хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи яш-кĕрĕм те пур. Айгель Абейдуллова Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкулта, Татьяна Лепешкина Патăрьелĕнчи ПУ-7-ре, Дарья Медведева, Дмитрий Сорокин, Антон Тинюков Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта, Александра Медведевăпа Валерий Фролов Аслă Чеменри вăтам шкулта, Крестина Пыркина Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта, Анастасия Салмина Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренеççĕ. Арслан Алеев–Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спортшкулĕн воспитанникĕ, Олег Егоров–“Труд” ЯХПК тракторисчĕ, Илдус Козлов–районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцин инспекторĕ, Татьяна Торговцева–Шăнкăртам ял поселенийĕн ача-пăча “Биляр” ташă ансамблĕн ертÿçи.
Çавăн пекех çак списокра ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе М. Зейнетдинов тренер пулăшнипе пĕрремĕш утăм тунă, халĕ Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕренекен Алевтина Лисицынăпа (Сител) Дахия Чинкина (Хирти Пикшик) хушамачĕсем те пур. А. КОЗЛОВ.