29 января 2011 г.
Районта Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ И.Исаев пулнă, ял поселенийĕн пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ канашлăва хутшăннă.
Канашлура район админстрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов район аталанăвĕпе , ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатмалли тĕллевсемпе паллаштарнă. Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ И.Исаев иртнĕ çулхи пушар хăрушсăрлăх тапхăрне пĕтĕмлетнĕ, 2011 çулта вăрмансене пушартан сыхлас , чрезвычайлă лару- тăрусенчен асăрханас, тавралăха сыхлас ĕçри тимлĕхе ÿстерес ыйтусене çивĕчлетнĕ.
Çавăн пекех канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.
А. НИКОЛАЕВА.