АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парнелер чун ăшши ачасене

29 января 2011 г.

Парнелер чун ăшши ачасене Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та çулленех иртекен “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафон пуçланчĕ. 2010 çулта акцие республикăри 1285 предприяти-организаци хăйсен тÿпине 7211842 тенкĕлĕх хывнă пулнă. Çав укçапа ача çурчĕсене, интернат-шкулсене, воспитанипе ĕç коло-нийĕсене, ятарлă шкулсене, ача-пăча сиплев учрежденийĕсене васкавлă социаллă пулăшу панă, медицина оборудованийĕ, эмел, ятарлă тренажер туянма, культура мероприятийĕсем ирттерме, республикăри уйрăмах пултаруллă çамрăксене стипендипе тивĕçтерме пулăшнă.

Ыр кăмăллăх акцине пĕлтĕр “Авангард” хаçат ĕçченĕсем те хутшăннăччĕ. Кăçал та сăваплă ĕçрен айккинче пăрăнса юласшăн мар.

Пирĕнпе юнашар пулăшăвăмăра кĕтекен нушаллă ачасем сахал мар. Вĕсене хамăр хÿтĕлемесен кам аллине тăсса парĕ; Çавăнпа та май пур таран кашни организаци-предприяти ыр кăмăллăх акцине чĕрепе йышăнса тÿпесене хывар. Сăваплă ĕçрен пĕри те пăрăнар мар.

З. АЛЕКСАНДРОВА, «Авангард» хаçатăн

тĕп редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика