29 января 2011 г.
Кăрлач уйăхĕн 26-мĕш тĕлне республикăра юр çулталăкри вăтам шайран икĕ хут ытларах çунă. Апла пулсан çуртсемпе хулалтăсен çивиттисем ишĕлсе анас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Акă, Санкт-Петербургри “Окей” суту-илÿ центрĕн тăррийĕ (500 тăваткал метр) юр йывăрăшне тÿсеймен: çынсем те аяла пулнă, пĕри вырăнтах вилнĕ. Çавăн пекех Шăмăршă районĕнчи Вырăс Чукал шкулĕ те хур курнă. Çак çуртра пуçламăш шкулсăр пуçне ял поселенийĕн администрацийĕ, медпункт, культура учрежденийĕсем вырнаçнă пулнă. Мухтав Турра, хальлĕхе пирĕн тăрăхра çакнашкал сас хура илтĕнмест, анчах ку лăпланса лармаллине пĕлтермест.
Çулсене тасатса тăнă пекех пÿрт-здани тăрринчи юра антарас ĕçе пур организаци-предприяти тата уйрăм хуçалăхсен те йĕркелемеллех. Ваттисем калашле, паянхи ĕçе ырана хăварар мар. Эппин, алла кĕреçе тытар.
Юрĕ вара пире кĕтмест: çăвать те çăвать...
А. ИВАНОВ.