АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче – сыхлăх ыйтăвĕсем

29 января 2011 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри патшалăхăн чрезвычайлă лару-тăруран сыхланмалли тата инкексене сирсе ямалли пĕрлехи тытăмĕн ĕçне, 2010 çулта граждан оборонин мероприятийĕсене пурнăçланине пĕ-тĕмлетмелли тата 2011 çул валли тĕллевсем палăртмалли сбора хутшăннă.

Анлă мероприяти Раççей МЧСĕн Патшалăхăн пушар хурал службин академийĕнче министерство пуçлăхĕ Сергей Шойгу тата Раççей Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Игорь Шувалов ертсе пынипе иртнĕ.

Сбора хутшăннисем çивĕч ыйтусене сÿтсе явнипе, ĕçе пĕтĕмлетнипе тата малашлăх тĕллевсене палăртнипе пĕрлех çĕр-шыври шанăçлăха упраса хăварас ĕçе хăйсен курăмлă тÿпине хывнисене те чысланă. Республикăра Правительствăн чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата инкексене сирсе ярас енĕпе комиссине 7 çул ытла ертсе пынă М. Игнатьева Раççей МЧСĕн «Чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтерес енĕпе палăрнăшăн» медальне панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика