29 января 2011 г.
Кăçалхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче тĕнчере пĕрремĕш çын Юрий Гагарин космоса вĕçнĕренпе 50 çул çитет. Çак паллă пулăма халалласа Раççейре 2011 çула Космонавтика çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те Космонавтика çулне асăнса тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă. Акă, Анат Туçа ял библиотекинче “Космос–вĕçсĕр-хĕрсĕр тĕнче уçлăхĕ” ятпа курав уçăлнă. Унта космонавтсем çинчен çырнă кĕнекесемпе, документла очерксемпе, ачасен ÿкерчĕкĕсемпе паллашма пулать. Курав кашни кунах экспонатсемпе пуянланать. А. ИВАНОВ.