АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмакун сутнăшăн – суд сакки çине

02 февраля 2011 г.

Районта хăйсен пайтишĕн сăмакун сутакансем тупăнсах тăраççĕ. 2010 çулхи раштавăн 14-мĕ-шĕнче Çĕньялта пурăнакан С. гражданин хăйĕн килĕнчен И. гражданина килте туса хатĕрленĕ сăмакун сутнă. Экспертизăна янă хыççăн спирт тытăмлă шĕвек 30,5 градуслă пулни, ГОСТ ыйтнине тивĕçтерменни палăрнă. Çакă вара çын сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

Следстви пынă тапхăрта айăпланакан С. гражданин хăйĕн айăпне йышăнса ÿкĕннĕ. Хальхи вăхăтра йышăну тума ĕçе Патăрьел район судне ярса панă.

В.ЗАЙЦЕВ,

РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика