02 февраля 2011 г.
Республикăри ытти районсемпе танлаштарсан Юхмапа Пăла тăрăхĕнче халăх та йышлă, çул-йĕр автоинспекцийĕнче шутра тăракан автотранспорт та нумай. Пĕтĕмĕшле илсен районĕпе 8235 автомототранспорт. Вăл шутра 447-шĕ юридика пĕлтерĕшлисен, 7724-шĕ ытти уйрăм çынсен. Техникăсен шучĕ çултан çул ÿссе пырать. Çакă вара çул çинчи автотранспортсен куçăмĕ ÿснипе, авари пулас хăрушлăх пысăкланнипе çыхăннă. Çавăнпа та çул çинче никампа та кĕтмен инкек-синкек сиксе ан тухтăр тесен, водительсен те, çуран çÿрекенсен те йĕркене çирĕп пăхăнмалла, хăрушлăх сиксе тухасран маларах асăрханмалла.
2010 çулта пирĕн район территоринче 42 автоавари пулнă. Маларахри çулхинчен пĕр тĕслĕх сахалтарах. Вĕсенче 13 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 53шĕ аманнă.
Çул çинче сиксе тухнă аварисен сăлтавĕ тĕрлĕрен. Ытларах çуран çÿрекенсен тата руль умне ÿсĕр ларнă водительсен айăпĕпе çул çинче инкек пулнă. Ачасем хутшăннипе пулнă тăватă тĕслĕхе шута илнĕ. Виçĕмçулхипе танлаштарсан вĕсен шучĕ икĕ хут ÿснĕ. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе вĕрентÿ учрежденийĕсенче малашне профилактика ĕçне тата вăйлатмалла, шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн работни-кĕсемпе каçхи рейдра çÿрекен “Шырав” ушкăн сотрудникĕсен те ĕçе çивĕчлетмелле.
Çулталăк тăршшĕпе 186 водителе çул çине ÿсĕрле тухнăшăн айăпланă. 2009 çулта вара çакнашкал 273 тĕслĕхе шута илнĕ. Административлă право йĕркине пăснипе çыхăннă статьяпа килĕшÿллĕн айăплисенчен 63110 тенкĕ шыраса илнĕ.
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕ– çул çинчи хăрушлăха сиресси, обществăлла йĕркелĕхе пăхăнассине сыхласси, преступлени тăвакансемпе кĕрешесси. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем малашне те çак тĕллевсене тĕпе хурса тимлĕç.
А.КАРГИНА,
райшалĕçпайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн
патшалăх инспекцийĕн инспекторĕ.