05 февраля 2011 г.
Анат Чакăри Леонид Шашкинăн спортри çитĕнĕвĕсене сумлă-сумлă ятсемпе хакламан пулсан та Первомайски тăрăхĕнче сывă пурнăç йĕркине çамрăксем хушшинче сарас тĕлĕшпе ăна çитекенни урăх çук тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Тĕрĕссипе ун пеккисем районта та сайра. Тÿлевсĕр ĕçе мал ĕмĕтлĕ тантăшăм никам хушмасăр, чун ыйтнипе тăвать.
Вăл тăрăшнипех 2008 çулхи Раштав кун Первомайскинчи вăтам шкул çывăхĕнче хоккейла вылямалли лаптăк уçăлчĕ. Православи уявне халалласа халĕ çулленех хоккей турнирĕ ирттереççĕ. Леонид Шашкин вара кунта йĕркелÿçĕ çеç мар, тренерĕ те, выляканни те, спонсорĕ те, фотографĕ те...
Кăçал та халăх йышлă пухăнчĕ. Тупăшăва 4 команда хутшăнчĕ: шкул ачисем, ялти арçынсем, студентсем, Первомайски тăрăхĕнче çуралса халĕ тĕп хуламăрта тĕпленнĕ ентешсем. Пĕри те парăнасшăн пулмарĕç, шайба самантлăха та чарăнмарĕ. Çапах çамрăксенче вăй тенĕ евĕр, шкул ачисем (ÿкерчĕкре) хăйсен тренерĕн командине те, ыттисенне те çĕнтерчĕç-çĕнтерчĕçех. Шупашкартан килнĕ “Тав”, “Çĕр улмие–мухтав” фирмăсен, Госснаб, республикăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн, акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕн представителĕсем, Б. Пахомов предприниматель вĕсене парнесемпе саламларĕç. Первомайски поселени пуçлăхĕ В. Секретов пулăшнипе ăмăрту хыççăн пурте пĕрле шÿрпе çирĕç.
Чăнах та хамăр тăрăшмасан кам килсе çакнашкал уяв – вăйă ирттерсе парать. Шăпах çакнашкал тĕллевпе пурăнать те Анат Чакăри Леонид Шашкин.
Юр кайса пĕтсенех спорта чунтан парăннă çыншăн тепĕр ĕç хутшăнать: юнашарти стадиона тирпейлемелле. Каллех виçĕ ача ашшĕ хутшăнмасăр тасалмасть футбол площадки.
Анат Чакăра çуралса ÿснĕ, Афганистанра хĕсметре пулнă хыççăн вăхăтсăр пирĕнтен уйрăлса кайнă тантăшăмăра – Юрий Шурякова асăнса çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче футбол турнирĕ ирттерессине йĕркелесе яма та мехел çитерчĕ вăл. Ырă пуçарăва Первомайски тăрăхĕнчи ялсем çеç мар, кÿршĕ районсем те хапăлларĕç. Халĕ çулленех 7-8 команда пуçтарăнать. Мечĕк хăваланипе çеç мар, çак кунхинех йывăçсем те лартаççĕ...
Хăш-пĕр чухне тĕлĕнетĕп те унран. Ăçтан вăхăтне, вăй-халне çитерет! Пĕрре те кичемленсе лармасть, яланах малалла ăнтăлать, сывă пурнăç йĕркине çамрăксене пиллет. Пирĕн хушăмăрта çакнашкал хастарсем пулни малашлăхра шанчăк çуратать. А. КОЗЛОВ.