05 февраля 2011 г.
Республика Президенчĕ пуçарнипе иртнĕ çулăн иккĕмĕш çурришĕн вырăнсенче бюджет учрежденийĕсен нушисем валли тĕрлĕ тавар туяннă чухнехи «ытлашши тăкаксемпе» кĕрешесси кăтартуллă пулчĕ. Чăваш Ен влаçĕсем ку темăна кăçал та пăрахмаççĕ пулас. Журналистсемпе курнăçнă май республика Президенчĕн Тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ– Президент Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Михаил Кузьмин çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ.
–Çак вăхăтра 2010 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ,-терĕ Михаил Александрович. Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, халĕ министерствăсен, ведомствăсен коллегийĕсен ларăвĕсем иртеççĕ. Мĕнпур хула-районта 2010 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен, 2011 çул валли тĕллевсем палăртакан канашлусем йĕркелеççĕ. Ытлари кун çавнашкал канашлусем Çĕрпÿре, Вăрмарта иртрĕç.
Вĕсенче тишкерсен кун йĕркин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри–бюджет укçи- тенкипе тухăçлă усă курасси. Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕ, отрасльсен министерствисем пĕлтĕр патшалăх тата муниципалитетсем социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçе туяннин тухăçлăхне уйрăм учрежденисене суйласа илсе тĕрĕсленĕ.
Йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă, çавна май 5 млн ытла тенкĕлĕх сиене саплаштарнă. Должноçри 71 çынна дисциплина тата пурлăх енĕпе явап тыттарнă. 22 çынна должноçран хăтарнă.
Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви Шалти ĕçсен министерствин патшалăх нушисем валли таварсем туяннине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев акчĕпе контракт хакне рынокри вăтам хакран 10-15 процент пысăклатнине палăртнă.
Медстраховани фончĕ медицина страхованийĕн укçипе сăлтавлă усă курнине тĕпченĕ. Кунта йĕрке пăснине 2 млн ытла тенкĕпе хакланă. Канаш хулин больницинче кăна тĕллевсĕр, тирпейсĕр тата сăлтавсăр тăкакланă виçе 803 пин тенкĕпе танлашнă. Çак укçана тавăрса панă, больницăн тĕп врачне должноçран хăтарнă. Сăмах май, тĕрĕслевсем ирттернĕ май тавăрса панă пĕтĕм укçана воспитательсене, медсестрасене шалу тÿлеме, медикаментсем туянма янă.
Иртнĕ çул вĕçĕнче республикăн Финанс министерстви Строительство министерствин, ЧР Патшалăх Канашĕн Тĕрĕслевпе шут палатин, ЧР Президенчĕн Тĕрĕслев управленийĕн представителĕсене явăçтарса Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин хуçалăхпа финанс ĕç-хĕлĕн хăш-пĕр ыйтăвĕсене тĕрĕсленĕ – республика бюджечĕн укçипе мĕнле усă курнипе кăсăкланнă. Специалистсем йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă, çавна май республика бюджечĕн укçи, 379 пин тенкĕ, сăлтавсăр тăкакланнă. Тĕрĕслев актĕнчен çакă та курăнать: республика бюджетĕнчен ведомство пуçлăхне уйăхсерен хушма укçа тÿленĕ. Финанс министерстви материалсене тишкерсе хак пама республика прокуратурине ярса панă.
Республикăн Венчур фончĕ тĕлĕшпе те бюджет укçипе тухăçлă усă курассипе çыхăннă ыйту çивĕччĕн тухса тăрать. Унта, паллă, федераци бюджетĕнчен 70 млн тенкĕ хывнă, республика бюджетĕнчен–тата 70 млн тенкĕ. Халĕ ку материалсем те право хуралĕн орга-нĕсенче – вĕсем тишкереççĕ.
Куратпăр: ыйту питĕ çивĕч, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Министерствăсен, ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалистсен, патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсен укçапа тухăçлă усă курас ыйтупа питĕ тимлĕн ĕçлемелле. Ку – патшалăх шайĕнчи тĕллев. Çавна май çак ыйтăва республика Президенчĕ яланах сăнаса тăрать.
Сăмахне вĕçленĕ май Михаил Кузьмин тивĕçлĕ тытăмсем асăннă ĕçе кăçал та малалла тăсассине палăртрĕ.
Н. КОНОВАЛОВ.