АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр кăмăллăх акцине хутшăнар

05 февраля 2011 г.

Патăрьел ра-йон администрацийĕ предприяти, учреждени, организаци ертÿçисене “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх акцие хастар хутшăнма, пулăшу пама ыйтать. Сирĕнпе пирĕнтен, пирĕн ыр кăмăллăхран пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасен пуласлăхĕ мĕнле йĕркеленесси килет. Эсир çак мероприятинчен айккине тăрса юлмасса, ачасене телейлĕ тата сывлăхлă тăвассишĕн яваплăх туйăмĕ вăранасса шанатпăр. Тĕнчене ырăрах тума пирĕнте вăй пур!

Чăваш регионĕнчи «Раççейри ачасен фондчĕ» уйрăмĕн реквизичĕсем:

ИНН 2128005408ŸКПП212801001

РŸс 40703810075220160067

В Чувашском ОСБ "8613 г. Чебоксары

БИК 049706609, корŸс 30101810300000000609

“Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонне пахалăхлă йĕркелесе ирттерсе ярас тĕллевпе Патăрьел район администрацийĕ эсир çак тĕллевпе ирттерекен пур мероприятисем пирки те Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕн халăха социаллă хÿтлĕх паракан пая электронлă почтăпа ( e-mail:sobes@batyr.cap.ru) е хут çине çырса пĕлтерме ыйтать. Çавăн пекех укçа куçарнă чухне организаци ятне тата предпиряти ертÿçин хушаматне, ятне, ашшĕ ятне кăтартма ан манăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика