05 февраля 2011 г.
Раççей космонавтикин çулталăкĕнче республика тĕп хулинче пирĕн ентешĕн, СССР космонавт летчикĕн, легендăна кĕнĕ Андриян Николаевăн тепĕр палăкне лартма палăртаççĕ.
Çак шухăша Правительство çуртĕнчи тĕл пулура Михаил Игнатьев Президент тата Чăваш Республикинчи вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕсен (пенсионерсен) общество организацийĕн председателĕ Алексей Скворцов сÿтсе явнă. Авторсен шухăшĕпе–монумента 2012 çулта уçмалла. Республика пуçлăхĕ мĕн пур ĕçе 2011 çулта вĕçлеме сĕннĕ.
Скульптура композицийĕн хакĕ–8 млн тенкĕ. Палăка “халăх укçипе” тума палăртаççĕ–хăйсен ирĕкĕпе укçа уйăракан предприятисен, çынсен шучĕпе. Республика пуçлăхĕ çак проекта пурнăçламашкăн пулăшма хатĕр пулнине, тăкаксен пĕр пайне республика бюджечĕ хăй çине илессе пĕлтернĕ.