05 февраля 2011 г.
Çĕнĕ Ахпÿрт ял поселенийĕн пуçлăхĕ Валентин Петрович Тукмаков хăй тытăмлăх органĕн ĕçĕнче çĕнĕ çын мар. Чăн малтанах хастар педагога, Раççей Федерацийĕн хисеплĕ вĕрентÿ ĕçченне 1990 çулта ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма шаннă. Вун пĕр çул тăрăшнă вăл çак яваплă ĕçре. Пĕлтĕр вара ăна халăх тепĕр хут çак лавах кÿлĕнме шаннă.
Асăннă ял поселенийĕ районта пĕчĕккисен шутĕнче мар. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Ахпÿрт, Кивĕ Катек, Татмăш ялĕсенче 952 хуçалăх, вĕсенче 2520 çын пурăнать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Çĕнĕ Ахпÿртсем хăйсене тивĕçекен çĕрсемпе ĕçлесе тупăш тăвакан “пилотлă” ял пулса историне çырăнса юлчĕç. В.Тукмаков пĕрремĕш хут ял пуçлăхне ларнă хыççăн çĕр ыйтăвĕпе ĕçлессипе “пăр тапраннă”. Малтанхи çулсенче вĕсем пахча- çимĕç акса-лартса питĕ лайăх услам тăватчĕç. Вăл вăхăтра ирĕклĕ укçа-тенкĕпе çăмăл автомашина туянакансем те йышлă пулчĕç. Паян кунчченех çак ялсем çĕрпе тупăшлă ĕçлеççĕ.
Ял поселени пуçлăхĕ çĕнĕ ĕçре ют мар терĕмĕр. Çапах унăн тĕллевĕпе, ĕмĕчĕпе паллашма кăмăллă пулчĕ.
– Унчченхипе танлаштарсан хальхи ял поселенийĕн пуçлăхĕсен ĕç стильне урăхларах йĕркелемелле. Çак ĕçре паян çаврăнăçуллăрах, йăрăрах пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял инфратытăмне аталантарма тĕрлĕ шайри программăсене хутшăнни аван. Çавăнпа малашне çÿлти влаç органĕсемпе те тачă çыхăнса ĕçлесшĕн, –терĕ кĕскен ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Тукмаков.
Ял пуçлăхĕн тĕп тĕллевĕ– халăхăн ыйтăвне тивĕçтересси, пурăнмалли условисене лайăхлатасси, ялсене тирпей-илем кĕртесси, тăнăç та лăпкă пурнăçа тытса тăрасси тата ытти те. Çĕнĕ хуçа вырăнта çак тĕллевсене тĕпе хурса ĕçлет. Пĕлтĕр, сăмахран, Татмăшра çула хăпартса вĕтĕ чул сарса тикĕсленĕ. Кăçал Кивĕ Катекпе Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕсенчи урамсене тирпейлеме палăртнă. Пăла урлă çакăнса тăракан каçмана туни те ял çыннисемшĕн меллĕ.
Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, çитĕнекен ăрăва спорта явăçтарас тĕллевпе темиçе çул каяллах хоккей площадки уçнă. Хальхи вăхăтра та хăтлă коробкăра кашни кунах ял çамрăкĕсем хоккейла выляса савăнаççĕ. Кунта район, республика шайĕнчи ăмăртусем те иртеççĕ.
Ял поселенинче паянхи куна 24 фермер хуçалăхĕ. Ку вăл çĕр çыннин пысăк вăйĕ çеç мар, теприсемшĕн хушма ĕç вырăнĕ те. Администраци вĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Ф.Савдеров фермер хĕл пуçланнăранпах Çĕнĕ Ахпÿрт урамĕсене юртан тасатса тăрать. П.Веревкин вара çак ыйтупа Кивĕ Катек тата Татмăш ялĕсемшĕн яваплă.
Иртнисĕр никамăн та малашлăх çук, теççĕ. Çĕнĕ Ахпÿрт ял поселенинче ку таранччен пурнăçланă ĕçсем те халăх ырлăхĕшĕн, пурлăхĕшĕн тунăскерсемех. Малашне те вăл çаплах пулĕ. Çакă вара ял поселенийĕн пуçлăхĕ халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленинчен, вăл пурнăç таппипе тан утнинчен те килет.
А.ЕГОРОВА.