05 февраля 2011 г.
Район прокуратури 2010 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче Н.Прохорова индивидуаллă предприниматель ĕç законодательствине мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсене тупса палăртнă.
РФ Ĕç кодексĕн 136 статйин 6-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн ĕç укçине кашни çур уйăхра тÿлемелле. Ĕçлекенпе килĕшÿ çырмалла, федераллă саккунпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ страхлав тÿлевĕсене хывмалла. Пĕрремĕш хут ĕçе вырнаçакансемпе патшалăх пенси страховани свидетельствине уçмалла, ĕç кĕнекине йĕркелемелле. Индивидуаллă предприниматель çак йĕркесене пăхăнман.
2010 çулхи çурла уйăхĕнче Çĕрпÿ–Сызрань аслă çул çинчи 103 çухрăмра предприниматель шашлăк хатĕрлеме Н.Востокова продавщицăна ĕçе илнĕ. Тĕрĕслев кунĕ тĕлне унпа ĕç килĕшĕвне туманни, ĕçе илни çинчен кĕнекене çырманни, обязательнăй тата страхлав тÿлевĕсене хывманни, Пенси фондне ĕç стажĕ тата ĕç укçи пирки кăтартусем паманни палăрнă.
Индивидуаллă предприниматель ĕç çинчен калакан саккуна пăхăнманшăн район прокуратури административлă ĕç уçнă, ăна ЧР Патшалăх ĕç инспекцийĕн постановленийĕпе 2200 тенкĕ штраф панă.
Обществăлла апатлану енĕпе санитарипе эпидемиологи йĕркине пăхăнманшăн Н.Прохорова ячĕпе район прокурорĕ административлă ĕç пуçарнă. 2010 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчи Патăрьел район сучĕн постановленийĕпе обществăлла апатлану пунктне 90 талăка ĕçлеме чарнă.
В.ПУТЯКОВ,
район прокурорĕн пулăшуçи.