05 февраля 2011 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта хĕрачасем хушшинче волейболла выляссипе Надежда Прохорова ячĕпе йăлана кĕнĕ шкул ачисен спартакиади иртнĕ.
Ăмăртăва уçнă çĕре ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В.Платонов, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕн А.Моисеев, Надежда Прохорован тренерĕ В.Падисов хутшăннă. Турнирта 8 команда вылянă. Çивĕч кĕрешÿре пĕрре-мĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕшне Первомайскинчи, виççĕмĕшне Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулсен командисем йышăннă.