АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс малалла тăсăлать

09 февраля 2011 г.

“Авангард” хаçат редакцийĕ иккĕмĕш çул “Кивĕ сăн ÿкерчĕк” конкурс йĕркелерĕ. Пĕлтĕр ăна Вĕрентекен çулталăкне тата Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланăччĕ. Вулакансем конкурса кăмăлласа йышăнчĕç. Ĕçсем питĕ нумай пулнăран çĕнтерÿçĕсене палăртма та çăмăл пулмарĕ.

Конкурс комиссийĕ хаçатра пичетленнĕ сăн ÿкерчĕк-сене тишкернĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсен шутне çаксене кĕртрĕ: “Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче хĕвел тĕттĕмленнине сăнаççĕ” (сăн ÿкерчĕк хуçи Валентин Спиридонович Давыдов), “Пăлапуç Пашьелĕнче 1945 çулта Аслă Çĕнтерÿ уявне паллă тунă самант” (сăн ÿкерчĕк хуçи Николай Петрович Тельцов), “Тутар Тимешĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулти вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем “Гвардеец” колхоз хирĕнче” (сăн ÿкерчĕк хуçи Минсагир Гисметдинович Гисметдинов). Асăннă сăн ÿкерчĕксен хуçисен пĕр хут саламлани тÿлевсĕр пама ирĕк пур.

Вулакансем конкурса хас-тар хутшăннăран “Кивĕ сăн ÿкерчĕк” конкурса кăçал та ирттерме йышăнтăмăр. Район историне, йăли-йĕркине сăнлакан пĕл-терĕшлĕ сăн ÿкерчĕксем (1950-мĕш çулччен ÿкернисем) кĕтетпĕр сиртен. Çавăн пекех миçемĕш çулта ÿкернине, кама е мĕне сăнланине, кам çемйи архивĕнче упраннине кăтартăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика