09 февраля 2011 г.
Районта тухса тăракан “Авангард” хаçат редакцийĕнче сакăрвунă çул хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен нумай-нумай журналист туптанса тухнă. Вăл шутра Турхантан та, Сăкăтран та, Нăрваш Шăхалĕнчен те, Патăрьелĕнчен те пур. Анчах та истори страницисене каялла уçсан тăван хаçатăмăра Туçа енчи журналистсем ытларах тÿпе хывни паллă. Çак енрен хаçат редакцийĕнчи тĕрлĕ пайсенче пĕр вăхăтрах çиччĕн ĕçлени те пулнă! (А.Плешков, В.Мальцева, Е.Крылова, В.Сурков, Н.Волков, А.Капитонова, А.Егорова). Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра та коллективра ытларах çак енчи çыравçăсем ĕçлеççĕ.