АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

09 февраля 2011 г.

Вăй хумасăр, тăрăшмасăр «Авангард» та тухас çук Пирĕншĕн, хаçат ĕçченĕсемшĕн, 2011 çул паллă пулăмпа палăрса юлать. Ĕнер “Авангард” хаçат 80 çул тултарчĕ.

1930 çулта Чăваш Республикинче 4 районта хăйсен хаçачĕ тухма тытăнать. Ку ыйтăва Патăрьел районĕнче те çĕклеççĕ. Райком бюровĕн ларăвĕнче редакципе типографи валли çурт уйăрасси тата хаçат ячĕ пирки те сăмах пынă. Çав çулах авăн (сентябрь) уйăхĕн 28-мĕшĕнче редколлеги йышне çирĕплетеççĕ. Хаçата “Паянхи сас” ят параççĕ. Унта хĕрарăмсен ĕçне йĕркелесе пыракан Саксоновăна тата Арапуçĕнче çуралса ÿснĕ паллă чăваш поэтне В. Миттана кĕртнĕ. Хаçат 1931 çулхи кăрлачрах тухма тытăнаймасть: хут кирлĕ чухлĕ пулман, краскăсем те, типографи оборудованисем çукки те ĕçе хута яма чăрмантарнă. Çапла, нарăсăн 8-мĕшĕнче хаçатăн пĕрремĕш номерне Патăрьел тăрăхĕн тÿпине вĕçтерсе яма вăхăт çитнĕ. Пĕтĕм йывăрлăх В. Митта, Я. Зверев, Ф. Румянцев çине тиеннĕ. Патăрьел район халăхĕн вĕсене пуç усса тав тумалла. Хăйсем хыççăн ĕмĕрлĕхе ырă ят хăварнă.

1953 çултан “Авангард” ята илнĕ.

Хаçат ĕçĕ-хĕлĕ тÿрремĕнех район пурнăçĕпе, унăн историйĕпе çыхăннă, мĕншĕн тесен вăл пĕрремĕш номертен пуçласа паянхи кунчченех район историне çырса парать, халăх пурнăçне сăнлать. Çак енсене тĕрлĕ ăрури журналистсем, полиграфистсем пурнăçласа пыма тăрăшнă.

Паянхи хаçатçăсем аслисен пархатарлă ĕçне малалла тăсаççĕ. Вĕсем вулакансен ыйтнисене тивĕçтермелли материалсем хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Ĕçченсем яланах творчество шыравĕнче.

Вулакансем содержани енчен хаçатăн сăн-сăпачĕ лайăх енне улшăннине те асăрхамасăр тăмаççех. Ку вăл штатра тăман корреспондентсен шучĕ ÿссе пынипе те çыхăннă.

Хушма кăларăмсен ячĕсене улăштарсах тăма тăрăшатпăр. Халăха кăсăклантаракан пулăмсене çутататпăр.

Тĕп редактор “лавне” 6-мĕш çул туртатăп. Ĕçĕ çăмăлах мар. Редакцишĕн кăна мар, полиграфи ĕçĕшĕн те пĕр çынах яваплă. Хаçат çапнă вăхăтра станок сасси илтĕнми пулсанах типографине чупатăп. Пуçра “çĕмĕрĕлмен-ши” текен шухăш мĕлтлетсе иртет. Тата мĕнле кăна сферăри ертÿ-çĕсемпе çыхăнса ĕçлемелле пирĕн, хаçатçăсен. Кашни çыннăн ыйтăвне туллин хуравлама тăрăшмалла. Хăш чухне хама хам яланах тĕрĕслĕхе çиеле кăларма тăрăшнишĕн, япалана хăй ячĕпе каланишĕн ятлатăп. Çакăн пек енсем пуррине пулах “тар пички” çинче ларса ĕçлетĕп.

Редакцие çырусем мĕнле ыйтупа кăна килмеççĕ-ши. Çын тархасласа пулăшу ыйтать. Кун хыççăн тĕрлĕ çĕре шăнкăравлатпăр, курса калаçатпăр, тĕрĕс хурав паратпăр.

Хаçатçăсен ĕçĕ йывăр пулсан та кăсăклă. Эпĕ хама та çакăнта ĕçлеме тÿр килнишĕн телейлĕ тесе шутлатăп. Çак ĕç хăш-пĕр енĕпе куçа уçрĕ. Коллектив маттур. Йывăрлăха та, савăнăçа та пĕрле пайлатпăр, çивĕч ыйту сиксе тухсан пĕр шухăш патне пыратпăр. Кашни ĕçчен кирлĕ пек хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçланипе редакци аталанать, пысăк утăмсемпе малалла ыткăнать.

Министерствăна та пире ăнланнăшăн, йывăрлăхра ăслă канашсем парса пулăшнăшăн тав тумалăх пур (редакцин учредителĕ шутланать).

Редакци, почта ĕçченĕсем, пирĕн пата çырса тăракансем, çырăнса илекенсем! Хаçат 80 çул тултарнă ятпа саламлатăп, ăнăçусем сунатăп. Пурнăç çулĕ пурин те такăр пултăр, йывăрлăхсене çĕн-терме хурçă пек çирĕп сывлăх пултăр. Çапла майпа пĕр-пĕрне пулăшса тата ăнланса хаçатăн ытти номерĕсене те чиперех кăларма Турă хуштăрччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика