12 февраля 2011 г.
Районти “Авангард” хаçат тухса тăма тытăннăранпа сисмесĕрех 80 çул çитрĕ. Ĕмĕрлекен ватă çынпа танлаштарма пулать ăна. Тем те курнă хăйĕн кун-çу-лĕнче. Çĕр-шывра пулса иртнĕ самана пулăмĕсене, колхозсем епле аталанса пынине, вăрçă вăхăтĕнче тăшмана çĕнтерес тесе ачи-пăчи таранччен фронта мĕнле пулăшнине хăйĕн страницисенче çутатнă. Ăмăртура малта пыракансен ячĕсене очерксемпе тĕрлĕ статьяра палăртса хăварнă. Вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарма та манман. Кая юлса пыракан колхозсемпе предприятисене ертсе пыракан пуçлăхсене питленĕ. Тавра пĕлÿçĕ ĕçĕпе интересленнĕ май, “Авангард” 1931 çулта “Паянхи сас” ятпа тухма тытăнса паянхи кунчченхи тĕрлĕ статьяпа паллашма тÿр килчĕ. Пирĕн çĕр-шыв вăл çулсенче мĕнле политика тытса пынине, хамăр республикăпа районта аслă ăрăвăн кулленхи пурнăçне, çавăн пекех историн тĕрлĕ енчен пулса иртекен пулăмсене хаçат тăрăх пĕлме пулать. Унта паян пурăнакансемшĕн те, пулас ăрусем валли те усăллă материал нумай тупма май килчĕ.
Хаçата çырасси манăн иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенче прокуратурăра ĕçлеме пуçласан йĕркеленсе кайрĕ. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ. Пирĕн тăрăхри штатра тăман корреспондентсен (И. Ильин, Б. Кошкин тата ыт. те) истори тематикипе çырнă статйисем маншăн усăллă пулчĕç. Час-часах кăмăла каякан сăвăсем те тухаççĕ. Çамрăк çыравçăсем пĕчĕк сăвăсемпе статьясем çырнине те ырламалла. Писательсемпе поэтсем пуласси шкулта вĕреннĕ вăхăтринчен пуçланать те ĕнтĕ. Ку вара чăваш чĕлхине вĕрентекен учительсен пуçарулăхĕнчен нумай килет.
Паллах, паянхи кун нумай каналпа кăтартакан телевизор, компьютерпа интернета тухса тĕрлĕ вăйăпа иленни çамрăксене хаçат-журнал валли вăхăт сахал хăварать.
Ман шутпа, мораль темипе те усă курас пулать хальхи вăхăтра. Право енĕпе иртнĕ çулсенче суд ларăвĕнче пăхса тухнă уголовлă ĕçсем тăрăх приговор тăрăх айăпланнисем пирки час-часах очерк е статьясем тухатчĕç. Чăваш наци культури те, ĕлĕкхи йăла-йĕркене тытса пырасси те тивĕçлĕ шайра мар-ха пирĕн. Ку ыйтăва ахальтен мар хускатнă чăваш интеллеленцийĕ. Пирĕн районти çамрăксем пирки те çакнах калама пулать.
Сăмахăма вĕçленĕ май, эпĕ çакна каласшăн: пире чăвашсене те, тутарсене те (дубляжпа тухать) район хаçачĕ малашне те кирлĕ.
Редакци ĕçченĕсене, хаçата çыракансемпе вулакансене сумлă юбилейпе, 80 çул çитнĕ ятпа–пурне те ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, ĕçре пысăк çитĕнÿсем, çамрăксене çутă малашлăх, ватăсене канлĕ ватлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп.
Д. КОННОВ.