12 февраля 2011 г.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ илекен предметсемпе Раççей шайĕнче пыракан олимпиадăн виççĕмĕш (регионти) тапхăрĕ иртрĕ. Унта пирĕн район ачисем те хастар хутшăнчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вунпĕрмĕш класри А. Шерезданова акăлчан чĕлхипе (вĕрентекенĕ Э. Карягина), саккăрмĕшĕнчи Е. Хитрова (вĕрентекенĕ В. Солдатов), физкультурăпа Аслă Чементи вăтам шкулти тăххăрмĕш класри И. Мурзакаева правăпа (вĕрентекенĕ В. Мурзакаев), вунпĕрмĕшĕнчи В. Фроловпа А. Медведев физкультурăпа (учителĕ П. Макаров), Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А. Абейдуллова (Г. Абейдуллова) тата иккĕмĕшĕн-чи Д. Юнисова (вĕрентекенĕ С. Ишмуратова) тутар чĕлхипе тата литературипе, Хирти Пикшикри вăтам шкулти Р. Молоткова географипе (вĕрентекенĕ Э. Молотков), Туçари вăтам шкулти С. Углев (вĕрентекенĕ Л. Карягин) экономикăпа, Патăрье-лĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти К. Пыркина (учителĕ М. Иванова) чăваш чĕлхипе тата литературипе малти вырăнсене йышăнчĕç.
А. ИВАНОВА.