12 февраля 2011 г.
Юнкун, нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Чăваш Енре, вăл шутра пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртĕ. Кун йĕркине Чăваш Республикинче ĕçсĕрлĕхе чакарас, граждансен 2010 çулшăн тупăш декларацийĕсене тăратас, Чăваш Республикинче Раççей космонавтикин çулталăкне ăнăçлă ирттерес ыйтусене кĕртнĕ. Информаци ушкăнĕсем пĕчĕк тата инçетре вырнаçнă ялсене çитсе унти халăхпа, предприяти-организацисен ĕç коллективĕ-семпе тĕл пулĕç, çивĕч ыйтусене хуравлĕç. Çавăн пекех граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.