12 февраля 2011 г.
Иртнĕ канмалли кунсенче Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Владимир Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн арçын ачасемпе хĕрачасем ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăртнă. Турнира республикăри хуласемпе районсенчен çеç мар, кÿршĕ регионсенчен те хутшăннă. Помост çине 150 ытла спортсмен тухнă.
Хăйсен виçе категорийĕсенче С.Васильев, С.Данилов, К.Маймулова, А.Лысова палăрнă. Вĕсем ылтăн медале тивĕçнĕ. Пирĕн район каччипе хĕрĕсенчен хăйсен виçисемпе А.Алеев тата Д.Чинкина турнир çĕнтерÿçисемпе призерĕсем хушшинче пулнă.