12 февраля 2011 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухнă ыйтусем пысăк пĕлте-рĕшлĕ темелле. Тĕп ыйтусен шутĕнче республикăн 2011–2012 çулсенче сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программа пулнă. Ăна пурнăçлама Федераци, республика бюджечĕсенчен, ОМС фондĕнчен 4,2 млрд тенке яхăн хываççĕ.
Вице-премьер – строительство министрĕ Александр Гончаров республикăн 2011–2015 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр строительствине патшалăх енчен пулăшмалли программăпа паллаштарнă.
Ларура тишкернĕ тĕп ыйтусен шутĕнче çавăн пекех республикăн 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти бюджетне улшăнусем кĕртесси пулнă. Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх – республика бюджечĕ 2,4 млрд тенкĕлĕх пысăкланмалла.
200 млн. тенкĕ налук ытларах пухни тата бюджетсен хушшинчи трансфертсем çапла тума май параççĕ. Хушма тупăш ЧР Президенчĕн Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлама кайĕ.