АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем – пушар хăрушсăрлăхĕшĕн

12 февраля 2011 г.

Пушар – хăрушă инкек. Унтан сыхланма пĕлетпĕр-и-ха эпир; Вĕсене асра тытатпăр-и; Шăпах çак ыйтусен тупсăмне палăртас тĕллевпе йĕркелеççĕ Пĕтĕм Раççейри конкурса. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ район шайĕнче иртнĕ. 6-10 çулсенчи ачасенчен ÿкерчĕксем туса пĕрремĕш вырăна Татмăшри пуçламăш шкул-садри Т. Егорова (ертÿçи В. Солдатова), иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти С. Никитина (Н. Емелина), виççĕмĕшне И. Веревкин (С. Урукова) тухрĕç.

11-14 çулхисенчен ăста ÿкерессипе пĕрремĕшне Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Д. Иванова, иккĕмĕш вырăна Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Арланова, виççĕмĕш вырăна Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Ю. Ялуков çĕнсе илчĕç.

Аслăрах çулхисенчен Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Н. Кувшиновпа Р. Филиппова, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Н. Чебоксаров палăрчĕç.

«Техникăлла творчество» номинацире Чăваш Ишекĕнчи пуçламăш шкулпа ача садĕнчи А. Воробьев пĕрремĕш, Алманчăри вăтам шкулти К. Горбунова иккĕмĕш, Сăкăтри вăтам шкулти Д. Муллин виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Декораципе прикладной ăсталăх енĕпе Алманчăри вăтам шкулти М. Егоровпа М. А. Никитин пĕрремĕшпе виççĕмĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти И. Мязяков иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика