12 февраля 2011 г.
Çапла калаççĕ Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăна çÿрекенсем хаçат пирки. “Авангард” хаçатăн, унччен “Паянхи сас”, пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнăранпа нарăсăн 8-мĕшĕнче 80 çул çитрĕ. Çак ятпа тĕп библиотекăра курав йĕркеленĕ. Краеведени секторĕн заведующийĕ Н.Мазякова куравпа паллаштарчĕ, хаçатăн историйĕ, малтанхи редакторĕсем пирки каласа пачĕ.
Республикăра чăвашла тата тутарла дубляжпа тухса тăракан пĕртен-пĕр хаçат “Авангард” шутланать. Вăл районта пурăнакансен пĕрремĕш хыпарçи, пулăшуçи. Кунта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пысăк пулăмсене кăна мар, ăçта мĕн пулса иртнине, шкул, ял хуçалăх тата ытти хыпарсене те çыраççĕ, тĕрлĕ тема хускатаççĕ.
Библиотекăна çÿрекенсем хушшинче район хаçатне кăмăлласа вулакансем чылайăн. Вĕсем “Авангард” мĕншĕн килĕшни пирки те хуравларĕç. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ В. Викторова чăваш чĕлхине шкулта вĕренмен пулсан та район хаçатне юратса вуланине пĕлтерчĕ.
Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан 74 çулхи А.Илюткин ĕмĕр тăршшĕпе водительте вăй хунă, пĕр тапхăр редакцинче те ĕçленĕ. Вăл “Авангардăн” кашни страницине тĕплĕн вуласа тухнине каларĕ.
Библиотекăна курава пухăннисем хушшинче тĕрлĕ шухăшли пулчĕ, апла пулин те пурте район хаçачĕ çывăххине, тăван чĕлхене пуянлатма, çĕнĕ хыпарсем пĕлме пулăшнине, ăна пур çулти те юратса вуланине пĕлтерчĕç.
(Хамăр корр.)