АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентĕве халалланă пурнăç

16 февраля 2011 г.

–Паянхи кун та эпĕ хамăн аннеçĕм вăхăтĕнче вута кĕме,чупан урхамаха чарма пултарнишĕн тивĕçлипех мухтанма пултаратăп, – тет Сăкăтри педагогика ĕçĕн ветеранĕ В. Алексеев.

Тĕрĕсех ĕнтĕ. Чăннипех маттур хĕрарăм Мария Никитична. Çирĕп чунлăскер пулнăран вăл пурнăçра çĕр çине хăй çинчен тивĕçлипех ырă ят хăварать.

Кирек хăш çыннăн иртсе кайнă кун-çулне каялла çаврăнса пăхас пулсассăн та лайăх самантсене, историне çырăнса юлнă йĕркесене сахал мар илсе кăтартма пулать. Манăн вара Мария Никитична çинчен пуçаракан сăмахăма Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсемпе çыхăнтарас килет. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, çирĕп шăм-шаклă, çырла пек пиçсе çитнĕ хĕр 1942 çулта алла хĕç пăшал тытать. Вăл вăрçа çыхăнуçă (связист) пулса хутшăнать. Аманать. Сипленнĕ хыççăн каллех çапăçу хирне тухать.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пиртен аякран аякка тарса пырать. Анчах ветеран куçĕ умне ирĕке кăларнă ялсемпе хуласем, çапăçу хирне выртса юлнă паттăр салтаксен сăнарĕсем чĕррĕн тухса тăраççĕ. Виçĕ çулта кĕрхи-çурхи çумăрпа йĕпеннĕ тумтире миçе хутчен çире типĕтнине, тăшман пульлинчен пытанса каç сĕмĕ çапиччен окопра ларнине шутласа та, каласа та пĕтереймĕн. Çĕр вутра çуннă чухне çĕнтерÿшĕн çеç ĕмĕтленнĕ. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартни сая кайман. Уншăн Мария Никитичнăна “Паттăрлăхшăн”, “Паттăрлăх кăтартнăшăн”, “Германие çĕнтернĕшĕн” медальсем тата темиçе хутчен юбилей медалĕсем парса чыс тунă.

Паттăрлăх манăçмасть. Фронтри тус-юлташ та аса илмесĕр тăмасть. Уявран уява Мария Никитичнăна саламлă çырусем килеççĕ, тĕл пулăва чĕнеççĕ. Вăрçă ветеранĕсен канашĕсем М. Алексеевăна çамрăк ăрăва воспитани парса ÿстерес ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн тав тăваççĕ, халĕ те чĕрĕ тĕслĕх пулса çитĕнекен çамрăк ăрăва кирлĕ сĕнÿсем пама пултарнишĕн хĕпĕртеççĕ. Витебскри 164-мĕш стрелоксен дивизийĕн ветеранĕсем кашни хутĕнчех Мария Никитичнăна мăнукĕ таранах ырă-сывă пăхса ÿстерме тÿсĕмлĕх сĕнеççĕ.

Çемье архивĕнчи ĕç наградисене, сăн ÿкерчĕксене пăхсан тĕлĕнмелли сахал мар. Çак йĕркесене те унтанах илме май килчĕ. Ăна Н. Пыркин çырнă: “Сăн ÿкерчĕке пăхатăп та 1945 çулхи авăн уйăхне аса илетĕп. Манăн аннен кĕçĕн йăмăкĕ Мария аппа вăрçăран таврăнчĕ. Çар тумĕпе мĕнле хитре те сăпайлă вăл. Чылайччен аннепе калаçса ларчĕ. Вăрçă çулĕсене, фронтра юрланисене аса илсе йĕчĕ. Çапăçу хирĕнче пуç хунă Ваçили куккана куçĕ умне кăларчĕ. Тăван килĕ вырăнĕнче шалча та, картиш те юлманнишĕн пăшăрханчĕ. Анисим Филиппович аслашшĕ граждан вăрçин паттăрĕ пулнине палăртрĕ. Хăй те вăрçă хирĕнче ун пекех харсăр пулса кĕрешнине пĕлтерчĕ”.

Ылтăн сăпкара сиксе ÿстермен ăна шăпа. Виççĕрех амăшĕнчен тăлăха юлнă вăл. Виçĕ çурма тăлăха–аппăшне, тетĕшне тата Мария Никитичнăна асламăшĕ пăхса ÿстернĕ. Паянхи кун та Евросиния Никитичнăпа Николай Иванович Мальцевсене ырăпа асăнать Мария Никитична. Йыснăшĕн ырă кăмăлне палăртать. Аппăшĕсем патĕнчен вăрçа тухса кайнă вăл. Унтах каялла таврăннă.

Кивĕ Ахпÿртсем мухтанма тивĕç Алексеевсемпе. Çак ялта çуралнă Мария Никитична. 4 класс вĕреннĕ хыççăн пĕлĕвне Туçари вăтам шкулта ÿстернĕ. Ун хыççăн Хусанти учительсен икĕ çуллăх институтĕнче вĕреннĕ. Ялти шкулта математик пулса ĕçленĕ. Шăпа вĕсене Михаил Алексеевичпа пĕрлештернĕ. Мăшăрĕ те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи. Сумск хулинчи артиллери училищинче вĕреннĕ хыççăн кĕçĕн лейтенант званипе Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Рота командирĕ пулнă. Аманнăран нумай вăхăт госпитальте сипленнĕ. Пĕр урине таттарнă. Аслă пĕлÿ илнĕскер шкулта учительте, директорта ĕçлесе пурнăçне ирттернĕ.

Хальхи вăхăтра Мария Никитичнăпа Михаил Алексеевич (ÿкерчĕкре) ĕçне ачисем, мăнукĕсем малалла тăсаççĕ. Çемье династийĕн педагогикăри стажĕ 120 çул ытла. Аслă ывăлĕ Вячеслав Михайлович Сăкăт шкулĕнче ĕçлерĕ. Алеша мăнукĕ спорт шкулĕн тренерĕ. Вячеслав Михайловичпа Зоя Петровнăн тепĕр ачи те педагог. Тамара – Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕн çумĕ.

Виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтернĕ Алексеевсем. Гера Çĕнĕ Шупашкарта, Надя Белоруссинче, Тамарăпа Светлана Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Шел, Володьăн пурнăçĕ çеç кĕске пулчĕ. Ыттисем пурте çемьеллĕ. Кашнийĕшĕн йăха малалла тăсакан паттăр ывăл-хĕр çитĕнет. Мария Никитична хăйĕн ачисене тивĕçлĕ пил парса ÿстернĕ, мăнукĕсене сахал мар ырă кун-çул сунать. Йывăрлăхран хăраман вăл. Нихăçан та пуçа усман. Вутă çурасси те, выльăх пăхасси те, çĕр ĕçĕ те уншăн ют пулман.

90 çул тултарать Мария Никитична. Çак ятпа ăна ывăл-хĕрĕ хăйсене савса ÿстернишĕн, пурнăçра ăс парса ырра вĕрентнишĕн, çунатсем парса вĕçтернишĕн тав тăвать. Эпир те çав саламсем çумне хутшăнатпăр. Паянхи таса тÿпешĕн алла хĕç-пăшал тытса çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă Мария Никитичнăна юбилейпе саламласа ырлăх-сывлăх сунатпăр.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика