16 февраля 2011 г.
Вырсарникун, нарăсăн 13-мĕшĕнче, “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2011” массăллă чупу иртрĕ. Йăлана кĕнĕ спорт уявне пирĕн район та хастар хутшăнчĕ. Çак кунхине Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 19 ял поселенийĕнче 3500 спортсмен йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕ. Вĕсем хушшинче шкул ачисем те, çамрăксем те, ваттисем те пур.
Патăрьел. “Паттăр” стадиона Патăрьел тата Тăрăн ял поселенийĕсенчи спортсменсем пуçтарăнчĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăракансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Осипова, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А.Краснов, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Моисеев йăлана кĕнĕ спорт уявĕпе саламларĕç, физкультурăпа спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас ĕçре ăнăçу сунчĕç.
Массăллă чупăва хутшăнакансем çичĕ ушкăна уйрăлса тупăшрĕç. Чăн малтан старта VIP-чупури пĕрремĕш ушкăн тăчĕ. Çак ушкăна кĕрекен организаци-предприяти, учреждени ертÿçисемпе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Глуховпа ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Осипова та 1300 метрлă çаврăма ăнăçлă чупса тухрĕç. Çак ушкăнра вара яланхи пекех райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Афанасьев чи лайăх вăхăт кăтартрĕ. 45 çултан аслăрах спорт ветеранĕсемпе тепĕр хутчен старта тăрсан та Николай Семенович финиша чăн малтан çитрĕ.
Иккĕмĕш ушкăнта старта тăнă 5-8 класра вĕренекенсем хушшинче чăнласах та çивĕч кĕрешÿ пулчĕ. Çапах та Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортсменĕсен йĕлтĕр йĕрĕ çинчи хăнăху пысăкрах пулни палăрчĕ. Ар-çын ачасенчен асăннă шкулти Н.Суворовпа хĕрачасенчен Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Н.Артемьева тупăшура чи лайăх вăхăт кăтартрĕç. 1993 çулхи тата аслăраххисем хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Д.Федоров, хĕрарăмсенчен “Паттăр” спорт комплексĕн тренерĕ Е.Каленова финиша пĕрремĕш çитрĕç.
35 çулхи тата унтан аслăрах ушкăнти хĕрарăмсен йĕлтĕр йĕрĕ çинчи пултарулăхне пăхса хаклама та кăсăклă пулчĕ. Хăнăху пуррисем çăмăллăнах малалла ыткăнчĕç, теприсем вара вĕсенчен юлас мар тесе чупрĕç. Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Л.Афанасьева медсестра дистанцие çăмăллăнах парăнтарчĕ, чи лайăх вăхăт кăтартрĕ.
“Раççей йĕлтĕр йĕрĕ–2011” чупун чи кĕçĕн участникĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Н.Маркиданов пулчĕ. Çак класри И.Веревкин та дистанцие çăмăллăнах чупса тухрĕ. Чи аслă спортсменсенчен “Батыревское” АХОра экономистра ĕçлекен В.Салмин тата районти тĕп больница сотрудникĕ М.Кошкина пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсем пурте Хисеп грамотипе тутлă торта тивĕçрĕç . А.ЕГОРОВА.
Сăн ÿкерчĕксенче: спорт уявĕн саманчĕсем.
Нăрваш Шăхаль. “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ–2011” ăмăртупа пĕрлех кунта хутшăнакансем çак ялта çуралса ÿснĕ Николай Арсентьевич Николаев СССР спорт мастерĕн парнисене çĕнсе илессишĕн те тупăшнă. Çак кун 480 çын йĕлтĕр çине тăнă. Çавăн пекех ăмăртусене Инçет Хĕвелтухăç çар округĕн командующийĕн çумĕ И. Захаров полковник, налук полицийĕн отставкăри подполковникĕ А. Алексеев (вĕсем Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ) та хутшăнни уяв сумне татах та ÿстернĕ.
Шкул ачисем хушшинче Е. Григорьев, В. Черноглазов, Д. Филиппов, А. Михайлова, А. Григорьева, С. Михайлова çĕнтернĕ. Çавăн пекех ялсем хушшинче те ăмăрту иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.
Кзыл-Чишма. Спорт уявне пухăннисене ял поселенийĕн пуçлăхĕ Р. Минаев саламланă хыççăн старта 68 çын тухнă. Дистанци Красномайскинчен Кзыл-Чишмана çити тăсăлнă. Ăмăртусенчен чи асли Красномайскинчи 61 çулхи Л. Мышов, чи кĕçĕнни 4 çулхи В. Мышов пулнă.
Мала тухакансем Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçнĕ. Çавăн пекех сивĕре вĕри чей те пурин кăмăлне те кайнă.
А. ИВАНОВ
Алманчă. “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2011” ăмăртăва палăртнă кунччен чылай малтан хатĕрленме тытăннă кунта. Нарăсăн 13-мĕшĕнче вара шăп 12 сехетре Алманчă ял поселени пуçлăхĕ Г. Фомин пурне те ăнăçу сунса старт пачĕ. Кăçал кунта йĕлтĕр йĕрĕ çине тăракансенчен чи çамрăкки пĕрремĕш класра вĕренекен Т.Павлов, чи асли 58 çулти П.Тенюшев пулчĕ.
Çанталăк сивĕ те çиллĕ пулнине пăхмасăр мероприятие нумайăн пухăннă. Ăмăртăва шкул ачисем пуçларĕç. Кăмăллă кĕвĕ янăранăран пур çĕрте те уяв сĕмĕ пулчĕ.
Вĕри чейпе икерчĕ ас тивнĕ хыççăн “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ–2011” ăмăртăва пĕтĕмлетрĕç. Алманчă ял поселенийĕн администрацийĕ çĕнтерÿçĕсене грамотăсем парса чысларĕ. “Чи активлă класс” номинацире 10 класс, “Чи лайăх спорт çемйи” номинацире Петровсем, “Чи активлă спорт организацийĕ” номинацире Алманчăри вăтам шкул çĕнтерчĕç.
VIP-чупура финиша пĕрремĕш А.Горбунова, иккĕмĕш–Н.Никитина, виççĕмĕш В.Павлов кĕчĕç. Аслă класра вĕренекен шкул ачисенчен малти вырăнсене А.Карсаков, Ю.Аляшкин, В.Семенов, вăтаммисенчен С.Сергеев, А.Павлов, кĕçĕннисенчен Н.Никитин, М.Егорова йышăнчĕç.
Хирти Пикшикре “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ–2011” ăмăртăва сывă пурнăç йĕркине юратакансем чылай хутшăнчĕç. Уяв шкулти линейкăран пуçланчĕ. Пуçтарăннисене Пикшик ял поселени пуçлăхĕ З.Алигберов, шкул директорĕ Н.Хуснетдинов, физкультура учителĕ Р.Томатова ăнăçусем сунчĕç.
Старта 1-4 классенче вĕренекенсем пуçларĕç, кайран 5-8, 9-11 классенче ăс пухакансем тухрĕç. Унтан шкул директорĕпе учительсен коллективĕ, çемье командисем, спорт ветеранĕсем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç.
Ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсене саламларĕç. “Чи активлă класс” номинацире 6 класс, “Спорта юратакан класс ертÿçи” ята Н.Петрова вĕрентекен çĕнсе илчĕç. Çемье командисенчен пĕрремĕш вырăна Еншикри Красновсем тухрĕç. Хирти Пикшикри Хамдеевсемпе Садеевсем те аван ăмăртрĕç. Чи кĕçĕн ăмăртуçă–Д.Вахитова, чи асли Еншикри А.Селиванов пулчĕ.
(Хамăр корр.)