16 февраля 2011 г.
Хисеплĕ ентешсем! Кăçал Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 50 çул çитнине паллă тăватпăр. 1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче вăл çăлтăрсен анлăшне парăнтарса уçлăхра пуçласа çул хывакан тата паттăр ятне яланлăхах çĕнсе илнĕ. Çак ятпа 2011 çула Раççей космонавтикин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
2012 çулхи çурла уйăхĕнче вара пирĕн чаплă ентешĕмĕр Андриян Николаев космонавт летчик пирвайхи хут космоса çĕкленнĕренпе 50 çул çитет. Унăн Чăваш Ен халăхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ чаплă ĕçĕсене шута илсе Чăваш Республикин Вăрçă, ĕç, Хĕç-пăшаллă Вăйсен тата право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен (пенсионерĕсен) общество организацийĕ А. Г. Николаев сумлă скульптура композицине хатĕрлесе вырнаçтарма халăхран укçа пуçтарасси çинчен пĕлтерме йышăннă. Çак йышăнăва организацин пленумĕ ырланă. Палăка 2011 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар хулинче уçма палăртнă. Çавăнпа та укçана 2011 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен пухни пысăк пĕл-терĕшлĕ.
Ветерансемпе пенсионерсем пуçламăш, районсен тата хуласен ветерансен канашĕсене ведомоçсем тăрăх укçа хывма, ытти гражданин, учрежденисем, организацисем, предприятисем, общество организацийĕсем тата политика партийĕсем “А. Г. Николаев палăкне тума” тесе палăртса республикăн Ветерансен канашĕн тÿлев шучĕ çине укçа куçарма пултараççĕ.
Республикăн Ветерансен канашĕн пуçарăвне Чăваш Республикин Президенчĕ М. В. Игнатьев ырланă.
Хамăр банк реквизичĕсене пĕлтеретпĕр: ИННŸКПП
2128020854Ÿ213001001
Чувашская Республиканская общественная организация ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных сил и правоохранительных органов.
РŸс 40703810775220100068 в Чувашском ОСБ " 8613 г. Чебоксары
БИК 049706609
КŸс 30101810300000000609