АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Геннадий Максимовăн кĕнекине пахаларĕç

16 февраля 2011 г.

Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра Геннадий Максимов çырнă «Çĕрĕллĕ хура кушак» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, автор, библиотека ĕçченĕсем тата вулакансем хутшăнчĕç. Г.Максимова “Хыпар” çырăнса илекенсенчен нумайăшĕ куçăмсăр майпа пĕлеççĕ. Вăл республикăри чи аслă хаçатăн тĕп редактор çумĕнче тăрăшать. Массăллă информаци хатĕрĕнче ĕçленисĕр пуçне повеçсемпе калавсем хайлать. Паяна Г.Максимов икĕ кĕнеке– “Сталин грамоти” тата “Çĕрĕллĕ хура кушак”– кăларнă. Кăçал виççĕмĕшĕ, вырăсла, “Танец в ночи” ятпа пичетленсе тухмалла. Вăл “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ, “Хыпар” хаçатра, “Тăван Атăл” журналта, “Сталин грамоти” кĕнекере политика, экономика, культура ыйтăвĕсемпе çырнă очерксемпе статьясемшĕн журналистсен чи сумлă наградине Çемен Элкер ячĕллĕ премине тивĕçнĕ тата ытти наградăсем те пур. Сăмах май, Г.Максимов пирĕнпе кÿршĕллĕ, Комсомольски районне кĕрекен Нĕркеç ялĕнче шăп 50 çул каялла кун çути курнă. Пултарулăх каçалăкне Комсомольскинчи “Октябрь ялавĕ” (халĕ “Каçал ен”) хаçат редакцийĕнче туптама тытăннă. Каярахпа радиора, телевиденинче, “Хресчен сасси” хаçатăн тĕп редактор çумĕнче ĕçленĕ.

“Хура çĕрĕллĕ кушак” кĕнекене “Вăхăта парăнман юрату”, “Кулак ачи” повеçсем, “Амăшĕн пехилĕ”, “Ирхи шăнкăрав” калавсем кĕнĕ. Автор вулакансене хайлавсен истори-йĕсемпе паллаштарчĕ, пуринче те пурнăçра пулса иртнĕ пулăмсемпе усă курнине пĕлтерчĕ.

–Эпĕ çырнă повеçсемпе калавсенче 80 проценчĕ тĕрĕсси, ыттине вара хам хушнă, илемлетнĕ. Шухăшласа кăларнă, халăхăн чунне хускатман япаласем пирки ман çырас килмест, –терĕ Г.Максимов.

Кĕнекене вуласа тухнисем ыйтусем те пачĕç. Именкассинче пурăнакан А.Осипова 77 çулта пулин те Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăна килекен пур чăвашла кĕнекене пĕрремĕш илсе вулаканĕсенчен пĕри. “Çĕрĕллĕ хура кушак” повеçпе ытти калавсене те юратса вуланине пĕлтерчĕ, малашне тата ытларах çырма сунчĕ.

“Кулак ачи” повесть Патăрьелĕнчи Н.Спиридоновăшăн питĕ çывăх иккен. Унăн кукашшĕпе кукамăшне тата ытти тăванĕсене те халăх тăшманĕ шутне кĕртнĕ пулнă. Нина Петровна повеçĕн малаллине хăвăртрах пĕлес килнине пĕлтерчĕ, унти тĕп сăнарăн чăн-чăн пурнăçĕ пирки ыйтрĕ. Автор вулакансене хăйĕн кĕнекине парнелерĕ, ĕмĕт-шухăшĕпе, мĕн-мĕн çырма палăртнисемпе паллаштарчĕ.

Мероприятие Патăрьелĕнчи тĕп библиотека директорĕн çумĕ Н.Мазякова ертсе пычĕ.

О.ПАВЛОВА .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика