АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Милици тата ачасем»

16 февраля 2011 г.

Пĕлтĕр пирĕн районта çул çитмен çамрăксем 15 преступлени тунă. Хура ĕçе 16 çамрăк хутшăннă. Мĕнпур преступленисенчен 13-шĕ вăрланипе çыхăннă, пиллĕкĕшне ушкăнпа тунă. Маларах асăннă фактсене çийĕнчех тупнă, вĕсем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Анчах çакă лăпланса лармалли сăлтав мар. Районти шалти ĕçсен пайĕ хăйĕн умне çак преступленисене шута илсе тивĕçлĕ мерăсем йышăнассине анчах мар, вĕсем пачах та ан пулччăр тесе çамрăксемпе тимлĕрех ĕçлессине малти вырăна хурать. Çак тĕллевпе кашни кварталтах ларусенче çул çитмен çамрăксем преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесе тĕрлĕрен профилактика ыйтăвĕсене пăхса тухаççĕ. Кунсăр пуçне организацисемпе, учрежденисемпе пĕрлехи ĕçсем туса ирттеретпĕр. Нарăсăн 15-мĕшĕнчен пуçласа пушăн 15-мĕшĕччен “Милици тата ачасем” ятпа уйăхлăх иртет. Кунта ра-йонти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемсĕр пуçне районти вĕрентÿ заведенийĕсен, халăх сучĕн, прокуратура ĕçченĕсем, район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен комисси членĕсем хутшăнаççĕ. “Милици тата ачасем” акцин тĕп тĕлле-вĕ–ачасене право ыйтăвĕсемпе çывăхрах паллаштарасси. Çакна та асăрхаттарса хăварас килет. Çул çитмен ачасене преступлени тунăшăн 14 çултан пуçласа уголовлă майпа айăплама пултараççĕ,16 çултан пуçласа вара административлă майпа айăплаççĕ. Каçхине 22 сехет хыççăн çул çитмен ачасем хăйсем тĕллĕн çеç урамра çÿренĕшĕн ашшĕ-амăшне явап тыттараççĕ.

Л.КОМИССАРОВА,

районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăм начальникĕн тивĕçĕсене туса пыраканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика