16 февраля 2011 г.
Рф следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 36 çулхи индивидуаллă предприниматель налука кирлĕ пек тÿлемен пирки следстви пуçланă. Предприниматель Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче пурăнакан халăхран сурăх, лаша, пăру какайĕсем пуçтарнă, ăна Чулхула облаçĕнчи фирмăна сутнă. Налук инспекцине хутсенче вара предприниматель какайсене Чулхула облаçĕнчех туяннă тесе кăтартнă, çапла майпа хушма хаксем çине налук тÿленĕ тесе документсем тăратнă. Налук декларацийĕпе вăл суя документсем парса бюджета 2,8 миллион тенкĕ укçа кĕртмен, тăкак кÿнĕ.
В.ЗАЙЦЕВ,
РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕн
аслă следователĕ.