19 февраля 2011 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов «Пирĕн тĕп тĕллев – малашне те Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тăнăçлăха сыхласа хăварасси» 2010 çул хыçа юлчĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ – Патăрьел районĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсен, предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсен пĕрлехи ĕçĕ. Иртнĕ çулхи çитĕнÿсем–2011 çула палăртнă задачăсене пурнăçламалли никĕс. Пирĕн тĕп тĕллев малашне те Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тăнăçлăха сыхласа хăварасси пулĕ.
Пĕлтĕрхи хăйне евĕр çанталăк пулăмĕсем чăн малтанах çĕр ĕçченĕсен умне пысăк йывăрлăх кăларса тăратрĕç. Иртнĕ çул туса илнĕ ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕ пĕр миллиард та 697 миллион тенкĕ. Маларахри çулпа танлаштарсан кăтарту чылай пĕчĕкрех пулин те Юхмапа Пăла тăрăхĕ кăнтăр районĕсем хушшинче чи кăтартулли. Çакă вара чăн малтанах ял хуçалăх ĕçченĕсен професси ăсталăхне, производствăра çĕнĕ технологисемпе, çĕрпе кирлĕ пек усă курнине çирĕплетсе парать.
Çанталăк условийĕсене пăхмасăр районта обществăлла выльăха хĕл каçарма ытлă-çитлĕ апат хатĕрленĕ. Çакă вара выльăхсен шутне ÿстерме те май пачĕ. Аш-какай тата сĕт туса илесси те ÿсрĕ: 102,3 тата 100,5 процент. Республика Президенчĕ выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварас тĕллевпе лартнă çивĕч задачăна пурнăçларăмăр. Ку тĕлĕшпе, паллах, çĕр ĕçченне, выльăх-чĕрлĕх пăхакана йывăрлăхран тухма Раççей, республика Правительствисем укçа-тенкĕпе пулăшни пĕлтерĕшлĕ.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенчен çулсеренех продукци туса илессипе “Красное знамя” , “Труд”, “Звезда”, “Исток”, “Батыревское” хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Производствăра çĕнĕ технологисемпе, çĕрпе тухăçлă усă курни вĕсене тупăшлă ĕçлеме май парать.
2010 çулта обществăлла секторта 20 единица çĕнĕ техника, килти хушма хуçалăхра 15 единица туяннă. Кăçал вара ăна тата ытларах çĕнетме планланă. 2010 çулта агропромышленность комплексне аталантарма 379 миллион та 593 пин тенкĕ кредит ресурсĕсене усă курнă. Район халăхĕн 39,3 проценчĕ килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредит илнĕ. Çак хастарлăхпа эпир республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнатпăр.
Пĕлтĕрхи типĕ çанталăк аграрниксем умне тепĕр пысăк задача лартрĕ: ял хуçалăх культурисене шăварасси. Иртнĕ кунсăр малашлăх çук тенĕ евĕр, ĕлĕкхи опытпа усă курса Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕпе “Исток” çĕр ĕç фирми начар мар ĕçлесе ырă кăтартусем турĕç. Асатте-асаннен меслетне кăçал тата вунă хуçалăхра усă курса 1015 гектар çинчи культурăсене пăхса тăрасшăн.
Умра – черетлĕ çур аки. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприяти-йĕсен тĕп тĕллевĕ – çĕнĕ тыр-пул никĕсне ăнăçлă хывса хăварасси. Районта 7014 гектар кĕрхи культурăсене акса хăварнă, 15950 гектар çĕре çĕртме сухи тунă. Çуркунне 14942 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акмалла. Хальлĕхе тĕрĕсленĕ вăрлăхсен 65 проценчĕ кондицие ларнă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсенчен дизтопливо 60, бензин 45, дизель çăвĕ 40 процент хатĕр. Çур акине тухмалли техникăсенчен 65-78 процентне юсаса çитернĕ.
Промышленность производствинчи кăтартусене лайăхлатассипе кăçал витĕмлĕрех ĕçлеме тивĕ. Кун валли сăлтавĕ пысăк. Маларахри çулпа танлаштарсан, промышленность предприятийĕсен продукци туса илес калăпăшĕ питĕ пĕчĕккĕ.
2010 çулта суту-илÿ рынокĕ пĕр тикĕс аталаннă. Çынсен тавар туянас шайĕ ÿссе пырать. Пĕлтĕр çеç районта вунă суту-илÿ объекчĕ уçăлнă, çынсем валли тепĕр 72 ĕç вырăнĕ хутшăннă. Таварçаврăнăш калăпăшĕ 14,2 процент ÿснĕ. Халăха тÿлевлĕ çăмăллăхсем парасси те чылай лайăхланнă. Анчах та кунта çакна та палăртса хăварни вырăнлă. Пĕчĕк бизнеса çул парса вырăнсенче йăла техникине юсакан, таса мар япаласене химилле майпа тасатакан, тĕрлĕрен кирлĕ мар япаласене утилизацилекен, канупа туризм тата ытти çăмăллăхсене йĕркелекен цехсем, кĕтессем уçассипе хастартарах пулмалла. Вĕсем пурте ял халăхне кирлĕ çăмăллăхсем шутланаççĕ.
Бюджет политики район халăхĕн социаллă пурнăçне лайăхлатас, экономикине çирĕплетес ĕçре тĕп механизм пулса тăрать. 2010 çулта районти пĕрлештернĕ тупăш бюджечĕ 101,1 процент пулнă. Муниципаллă бюджет тупăшне 101,3 процент пурнăçланă. Ял поселенийĕсенчи тупăшсен бюджетне вара 101,4 процент пурнăçланă. Тупăш пайĕпе 19 ял поселенийĕ те кăтартуллă ĕçленĕ. Бюджетăн расхут пайне 98,6 процент пурнăçланă. 2011 çулхи район бюджетне те иртнĕ çулхи пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăхăн пурнăçне лайăхлатассине тĕпе хурса йышăннă. Паллах, пурнăçа юмахри пек сасартăках улăштараймăн. Çавăнпа та кашни ертÿçĕ, ял поселени пуçлăхĕ, кашни ĕçлекен бюджет ытлă-çитлĕ пултăр тесе тăрăшмалла.
Районта социаллă пĕлтерĕшлĕ строительство объекчĕсене хута ярасси ăнăçлă пулса пырать. Ку тĕлĕшпе 2010 çулта та нумай ĕç тунă: пурăнмалли коммуналлă çуртсене юсанă, район центрне тирпей-илем кĕртессипе сахал мар тăрăшнă, тротуарсемпе çулсем тăвас, патшалăх çурчĕсене харпăр хăйне валли газ кĕртес, вăрçă ветеранĕсене, тăлăх ачасемпе нумай ачаллă çемьесен пурăнмалли ыйтăвне татассипе чылай курăмлă ĕçсем пурнăçланă тата ытти те. Пĕлтĕр районта Республика кунĕ иртнĕ май сахал мар строительство объекчĕ хута кайрĕ: нумай хваттерлĕ çуртсем, “Россельхозбанк” çурчĕ, Шăнкăртамра тĕп собор мечĕтĕ, тĕрлĕ архитектура сооруженийĕсем...
Муниципаллă влаç органĕсен ĕçĕнче халăха медицина пулăшăвĕ, социаллă çăмăллăхсем парасси яланах тĕп вырăнта пулнă. Районта “Сывлăх” наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа сывлăх учрежденийĕсен пурлăх тата сиплев бази те тĕрекленнĕ, пуянланнă. 2010 çул итогĕпе Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ республикăра чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Çакă ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла.
Сывлăха сыхлас ĕçри модернизаци программипе килĕшÿл-лĕн малашне Нăрваш Шăха-лĕнче, Ыхра Çырминче, Çĕнĕ Ахпÿртре пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсене уçма палăртнă.
Хальхи вăхăтра ачасен сывлăхĕпе çыхăннă ыйту питĕ çивĕч тăрать. Çулталăк тултарманнисем хушшинче вăрах чирпе аптăракансем йышлă. Вăтамран кашни ачан икшер чир шутланать. Инвалид ачасем ÿсни те пăшăрхантарать. Обществăна сывă та тĕреклĕ ачасем кирлĕ. Çавăнпа та çынсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, çамрăк ăрăва кирлĕ пек çитĕнтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмалла. Паянхи куна пирĕн ра-йонта 30 çул тултарман 8318 çамрăк. Ку вăл мĕн пур халăхăн 21,4 проценчĕ пулать. Вĕсенчен вара 32,1 проценчĕ ĕçлеççĕ, 24,2 проценчĕ – ĕçсĕр. Паянхи кун çамрăксене ĕçе вырнаçтарасси – çивĕч ыйтусенчен пĕри.
Пултаруллă çамрăксем хушшинче Президент стипендине тивĕçнисен йышĕ çултан-çулах ÿссе пыни те кăмăллă. 2010 çулта патшалăх пулăшăвĕпе 11 çамрăк усă курнă, кăçал вара ăна 13-ĕн тивĕçнĕ. Унсăр пуçне пилĕк вĕренекен район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илсе тăраççĕ.
Районта шкулсене реструктуризацилес ĕçре ырă улшăнусем пур. Шкулсенче кĕске вăхăтлăх вунă ушкăн уçнă. Унта 133 ача. Паян 1144 ача садиксене çÿрет. 2010 çулта тата тăватă хушма ушкăн уçнă. 1,5-6,5 çулсенчи ачасен 62,4 проценчĕ шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче воспитани илеççĕ. Анчах та çав вăхăтрах Алманчă, Аслă Чемен, Пикшик, Туçа, Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕсенчи çул çитмен ачасен учрежденийĕсенче пушă пÿлĕмсем те пур е вĕсене арендăна панă. Малашне вара Патăрьелсемшĕн те садик ыйтăвĕ татăлĕ. Район центрĕнче 240 ача вырнаçмалăх ясли-сад пулĕ.
Вĕрентĕве паянхи кун ыйтнă пек аталантарасси яланах приоритетлă пулнă. Вĕрентекен çулталăкĕнче вĕрентĕве модернизацилес, шкулсене реструктуризацилес, вĕрентÿпе пурлăх базине çирĕплетес ыйтусемпе малалла ĕçленĕ. Пирĕн районта республикăри предмет олимпиадисен, конкурссен призерĕсем уйрăмах нумай пулни, выпускниксем Раççейри малашлăхлă аслă шкулсенче пĕлĕвне малалла тăсни вĕрентекенсемшĕн пысăк чыс.
Шкулсене реструктуризациленĕ тапхăрта вĕрентÿ отраслĕн структури те улшăнчĕ. Тăхăр çĕрте база шкулĕ уçăлчĕ. Вĕсенче вĕрентÿпе пурлăх бази паянхи урок требованийĕпе килĕшсе тăрать. Ачасене шкулсене илсе çÿреме районта 26 автобус пур. Вĕсем 51 ялтан вăхăтра шкула илсе çитереççĕ. Анчах малашлăх каллех пăшăрхантарать. Ялсенче демографи лару-тăрăвĕ йывăрланса пырать. Сăмахран, 2010 çулта Алманчăпа Первомайски ялĕсенче çичшер, Туçара 4, Пăлапуç Пашьелĕнче 3 ача çеç çуралнă. Вĕсенче кашнийĕнчех вăтам шкулсем пур. Малашне унта камсене вĕрентĕпĕр; Пысăк тăкаклă учрежденисене бюджет укçипе тытса тăма та йывăр. Çавăнпа кашни вĕренекен пуçне расхутланакан укçа-тенкĕ те тĕрлĕрен. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вăл 20300 тенкĕ, Çĕньялта 39900 тенкĕ. Унтан чылай пысăкрах тăкаксем те пур.
Хальхи вăхăтра эпир кризис тапхăрĕнче пурăнатпăр. Пытарма кирлĕ мар, чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ вырăнта ĕç тупайманран пысăк хуласене укçа ĕçлесе илме каяççĕ. Çак тапхăрта çул çитмен ачасем хăйсем тĕллĕн е ваттисемпе çеç юлаççĕ. Кун пек чухне кирлĕ органсен, учительсен çемьери лару-тăрăва сăнасах тăмалла, ачасене тĕрĕс мар çул çине тăма памалла мар. Кирек мĕнле пулсан та çемье ачасене сывă та тĕреклĕ çитĕнсе воспитани парас ĕçре тĕп шăнăр пулмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ Республика Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура кун пирки палăртса çапла каланă: “Тивĕçлĕ ăру çитĕнтерес ĕçре чи пĕлтерĕшли – çемье, вăл общество никĕсĕ, эпĕ тата пĕтĕм пурнăç никĕсĕ тенĕ пулăттăм”.
Кирек мĕнле ĕç ăнăçлăхĕ те, çитĕнÿ те кадрсенчен килет. 2011 çулта ку тĕлĕшпе ĕçлемелли пурах. Хальхи вăхăтра, сăмахран, ял хуçалăх отраслĕнче çамрăк специалистсен йышĕ 3,6 процентпа çеç танлашать. Сывă та тĕреклĕ пурнăç пирки калаçатпăр пулин те паянхи куна районта 20 тухтăр çитмест. Вĕрентÿ отраслĕнче те педагогика коллективĕсем ватăлсах пыраççĕ. Районĕпе 30 çул тултарман çамрăк учительсем мĕн пурĕ 19 çеç! Республика Президенчĕн “Çамрăксене шанмалла!” уçă Çырăвĕ кашни ĕç коллективĕнчи ертÿçĕшĕн тÿрĕ чĕнÿ вырăнĕнче пулмалла. Çамрăк специалистсене кашни отрасльтех хатĕрлемелле, вĕсем çумне наставниксене çирĕплетмелле.
2010 çул пирĕншĕн района пысăк хак панипе палăрса юлчĕ. Раççейри “Ылтăн кĕркунне-2010” агропромышленность куравĕнче пирĕн ĕçе “Ялсен территорисене аталантарассине муниципаллă шайра ăнăçлă йĕркеленĕшĕн” номинаципе хакласа ылтăн медальпе Диплом парса чысларĕç.2009 çулта эпир республикăри муниципалитетсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Урăхла каласан, район ĕçченĕсен кăçал та йывăрлăхсене парăнтарса пĕр çын пек хавхаланса ĕçлеме сăлтавĕ пур.
Раççей космонавтикин çулталăкĕ те пирĕншĕн ăнăçлă та, тупăшлă та пултăр!