19 февраля 2011 г.
“Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” федераллă программăпа уйăрнă укçа-тенкĕпе регионсенче тĕллевлĕ усă курнине тĕрĕслес шутпа нарăсăн 16-мĕшĕнче района Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ С. Павлов, Раççей Федерацийĕн Шутлав палатин инспекцийĕн начальникĕ С. Бондаренко, инспекто-рĕсем килсе кайнă.
Делегаци “Исток” çĕр ĕç фирминче, Шăнкăртамри 2-мĕш вăтам шкулта пулнă. 2009 çулта кунти шкула çĕклеме çÿлерех асăннă программăпа федераци бюджетĕнчен 15 млн. тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех вĕсем Шăнкăртамри собор ме-чĕтне, Бикчуринсен хуçалăхне çитсе курнă.
А. ИВАНОВ.