АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватă хут вырăнне виççĕ çеç...

19 февраля 2011 г.

Республика бюджечĕн укçипе тухăçлă усă курассине тивĕçтерес тĕллевпе ЧР финанс министерстви тĕрĕслевсем ирттерет. Нумаях пулмасть Финмин специалисчĕсен ушкăнĕ Етĕрне районĕнче пулнă.

Эксперт ушкăнĕ районăн шалти ĕçсен пайĕн комплексне пăхса хакланă, хута янă объект проектпа килĕшсе тăни-тăманнине тĕпченĕ. Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ–69,03 млн тенкĕ. Çав шутран 68 млн яхăн тенкине республика бюджетĕнчен уйăрнă. Комплексăн эскиз проектне “Чăвашгражданпроект” АУО тунă. Унпа килĕшÿллĕн 4 хутлă çурт çĕкленмелле пулнă, анчах комисси умне 3 хутлă çурт кăна тухса тăнă. Унсăр пуçне вăхăтлăх усрамалли изолятора тултан илемлĕ кирпĕчпе отделка тумалла пулнă, кунта вара фасада штукатурка туса сăрланă кăна.

Район милицийĕн çуртне 2009 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Çавăн чухнех алкоголь продукцийĕ сутнине, сĕт хакĕсене ÿстерсе янипе çыхăннă темăпа канашлу ирттернĕ. Çак ыйтусене сÿтсе явнă май ведомство пуçлăхĕ шалти ĕçсен пайĕн çĕнĕ пайĕнче камерăсем пурри, кашниех унта лекме пултарасси пирки асăрхаттарнă...

Финанс министерстви вара тĕрĕслевсемпе çыхăннă рейдсене малашне те йĕркелеме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика