АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воин-интернационалиста асăнса

22 февраля 2011 г.

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулăн спортзалĕнче Р. Куликов воин-интернационалиста асăнса тутарла-пушкăртла кĕрешес енĕпе ăмăрту иртнĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Рифкат çак шкулта вĕреннĕ. Шел, унăн пурнăçĕ Афганистанра татăлнă.

Турнирта хамăр тăрăхри спортсменсемĕр пуçне Комсомольски, Тутар Республикин Çĕпрел, Пăва районĕсенчи çамрăксем те тупăшнă.

Ăмăртăва сумлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул директорĕ Х. Сабитов, “Ш. Ш. Куликов” ООО ертÿçи Ш. Куликов тата ытти хăнасем хутшăннă.

Çамрăксем хыççăн кавир çине ветерансем те тухнă. Хĕрÿ тытăçусенче А. Алеев, Р. Мухутдинов, Р. Махмутов (25 кг.), Д. Гайнуллин, И. Хуснетдинов, И. Губайдуллин (30 кг.), А. Сафьянов, Н. Низамов (35 кг.), И. Купкенов, А. Махмутов, А. Куряков (40 кг.), Р. Садаров. Н. Абубекеров (45 кг.), М. Мухутдинов, И. Куряков (50 кг.), М. Купкенов, И. Валеев, Р. Айнуллов (55 кг.), М. Сафьянов, Р. Шайдуллин, Ф. Пазюков (60 кг.), И. Валиуллов, И. Земдиханов (65 кг ытларах) малти вырăнсене йышăннă.

Аслисенчен И. Сафиуллов, М. Хасянов (65 кг.), З. Гайнуллин, Р. Губайдуллин (75 кг), Р. Валеев, М. Валеев (90 кг.) çĕнтерÿçĕ пулнă. Ветерансем хушшинче Н. Махмутов пĕрремĕш, Р. Козлов иккĕмĕш вырăн йышăннă. Абсолютлă паттăр ятне çамрăксенчен М. Купкенов, аслисенчен Р. Валеев тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе мала тухакансене медальсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.

Тутарла-пушкăртла кĕрешекенсен республикăри федерацийĕн президенчĕ Ф. Чабатов ăмăрту йĕркелÿçисене тав туса спорт хатĕрĕсем туянма укçа-тенкĕ парса пулăшнă.

А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика