АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускври тĕл пулусем

22 февраля 2011 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Мускавра “Авиаприборостроение” концерн” АУО ертÿçисемпе тĕл пулнă. Палăртни вырăнлă: Шупашкарти Г. А. Ильенко ячĕллĕ “ЭЛАРА” наукăпа производство комплексĕ” АУО шăпах çак концерн тытăмне кĕрет.

Республика пуçлăхĕ “РусГидро”, “РЖД” АУОсемпе, çавăн пекех “Росатом” тата “РОСНАНО” патшалăх корпорацийĕсемпе тунă килĕшÿсене тĕпе хурса Чăваш Ен предприятийĕсен аталанăвĕ мĕнлерех пулас тĕлĕшпе хăйĕн шухăшĕсемпе паллаштарнă.

“РОСНАНО” пуçлăхĕпе Анатолий Чубайспа республика территорийĕнче инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртмелли база пулса тăмалли наноцентр йĕркелеме 3 млрд тенкĕ инвестици уйăрасси çинчен калакан протокола алă пуснă.

“Авиаприборостроение” гендиректорĕ Андрей Тюлин концерн тытăмне 37 предприяти кĕнине палăртнă, халĕ борт оборудованийĕн интеграциленĕ комплексне тума тĕллев лартнă.

М. Игнатьев концерн ер-тÿçине тухăçлă менеджметшăн тав туса çапла палăртнă: “ЭЛАРА” АУО–йĕркеллĕ ĕçлекен тата кал-кал аталанакан предприятисенчен пĕри. Эпир малашне те компание тĕрев пама, ăна ла-йăхрах условисемпе тивĕçтерме хатĕр”. Республика пуçлăхĕ çавăн пекех “Россельхозбанк” АУО ертÿçисемпе курнăçнă, тĕл пулура малашне те тачă çыхăну тытса ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă. Аса илтеретпĕр: 2010 çулхи юпа уйăхĕнче патшалăхăн ял хуçалăхне аталантармалли тата ял хуçалăх, чĕр тавар, апат-çимĕç рынокĕсене йĕркелемелли программине пурнăçлас енĕпе алла-аллăн ĕçлемелли килĕшĕве алă пуснăччĕ. Çав килĕшĕве тĕпе хурса “Россельхозбанк” ЧР Министрсен Кабинечĕпе пĕрле ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене укçапа, кредитсемпе пулăшмалли, пĕчĕк бизнеза аталантармалли, çавăн пекех агропромышленность комплексĕн организацийĕсене финанс енĕпе сыватмалли, вĕсен парăмĕсене реструктуризацилемелли программăсене пурнăçлама палăртать.

Çавăн пекех М. Игнатьев Президент Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе Варнавăпа пĕрле Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕпе Кириллпа тĕл пулнă.

Н. КОВАЛЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика