22 февраля 2011 г.
Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 4 класра вĕренекенсем Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалласа ирттернĕ уява ашшĕсене чĕнеççĕ. Хальхинче йыхрава Сителĕнчи В. Кондратьевпа Г. Макаров, Пăлапуç Пашьелĕн-чи В. Кечин хапăлларĕç. Вĕсем ачасене хăйсен хĕсметри асра юлнă саманчĕсемпе паллаштарчĕç, арçын ачасене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнса çĕр-шыва хÿтĕлеме юрăхлă салтаксем пулма пиллерĕç.
Ачасем те парăмра юлмарĕç, хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.
Т. КОЗЛОВА,
вĕрентекен.