22 февраля 2011 г.
Çемье архивне тишкернĕ хушăра аннен кĕçĕн шăллĕ, Павел Архипович Киргизов (эпир ăна Павăл кукка тесе чĕннĕ) хăйĕн фронтри икĕ юлташĕпе пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕкĕ куç умне тĕл пулчĕ. Юлташĕсем хушшинче Павăл кукка варринче вырнаçнă. Вăл çивĕч куçлă, çăмламас куç харшиллĕ, кăштах чалăштарса лартнă картусĕ çинчи çăлтăр ялтăраса тăрать. Кăкăрĕ çинче, сылтăмра, гварди значокĕпе Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ. Сулахай енче–Мухтав орденĕпе икĕ медаль. Хулпуççийĕ çинче–старшина пакунĕсем. Сăн ÿкерчĕке 1944 çулхи октябрь уйăхĕнче тунă. Архивра сăн ÿкерчĕкпе пĕрлех Павăл куккан вăрçă вăхă-тĕнче çырса пынă, халĕ самаях сарăхайнă дневник та упранать.
Кукка сăнне тишкернĕ хушăра вăл вăрçă çулĕсем çинчен каласа кăтартнă тапхăрсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăраççĕ.
– 1943 çулхи июль уйăхĕн малтанхи кунĕсенче Курск пĕккинче хĕрÿ çапăçусем пычĕç. Гитлер çа-рĕсем çав-çавах пирĕн çине наступлени хыççăн наступлени йĕркелерĕç. Каярахпа çакна пĕлтĕмĕр: ун чухне тăшман командованийĕ пирĕн çарсем вырнаçнă тăрăхра операци ирттернĕ. Пирĕн дивизи Крутой Лог текен хутор çывăхĕнче оборона тытса тăратчĕ. Пире тăшман 120 танкпа пĕрле йышлă пехота ярса аркатма ĕмĕтленнĕ. Каçсерен хуторăн хĕвел анăç енче тăшман ракетисем, хĕвел тухăç енче пирĕн ракетăсем çине-çинех пĕлĕте вĕçсе хăпараççĕ те тавралăха ал лаппи çинчи пек çутатаççĕ. Кунта пурнăçпа вилĕм пĕр-пĕрне куçран пăхаççĕ. Мăкăрланса тăракан тĕтĕмпе тусан айĕнчен тăшман танкĕсем ыткăнса килеççĕ. Вĕсем хыççăн йышлă салтак ушкăнĕ курăнать. Хăйсем пире парăнма хушса тискер сасăпа çухăрашаççĕ,– тетчĕ кукка.
Павел Киргизов гварди старшини, аллине граната ярса тытать те “Тăван çĕр-шывшăн! Ман хыççăн!”-тесе кăшкăрса юлташĕсемпе пĕрле атакăна ыткăнать. Пирĕннисем тăшманпа алла-аллăн тытăçса ÿкеççĕ. Таврара вутпа çулăм ялкăшать. Ахлатса снарядсем çурăлаççĕ. Тăшман тÿссе тăраймасть: чĕррисем каялла тараççĕ.
Çĕнтерÿ çухатусăр пулман. П.Киргизов гварди старшина тăракан батальонти 450 çын çав çапăçăва хутшăннă. Вĕсенчен икçĕрĕшĕ Тăван çĕр-шывшăн куçĕсене хупнă. Командовани батальонти çапăçăва хутшăннă салтаксемпе офицерсене пурне те орденсемпе медальсем парса чыс тунă. А.Бельгин, И.Ильясов гварди капитанĕсене, З.Зорин гварди сержантне Совет Союзĕн Геройĕ ячĕсене панă. Пирĕн кукка–П.А.Киргизов – Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.
Тата темиçе кунтан Павăл куккасен дивизийĕ Прохоровка ялĕ çывăхĕнче пынă калама çук хаяр çапăçусене хутшăннă. (Кунти çапăçура 1200 танкпа ытти çар техники пулнă). Гитлер хăйĕн “Мертвая голова”, “Рейк”, “Адольф Гитлер” ячĕллĕ чи лайăх танк дивизийĕсене çапăçăва кĕме приказ панă.
Тăшман ĕмĕтленни кăлăхах пулнă. Пирĕннисем тăшманăн йышлă çарне аркатса тăкнă. Контрнаступлени пуçарса ярса Орелпа Белгород хулисене тăшмантан тасатнă. Çак çĕнтерÿсене чысласа ун чухне Мускавра пĕрремĕш хут артиллерирен персе Çĕнтерÿ салютне панă.
Куккасен çарĕ умĕнче татах та йывăр çапăçу çулĕсем выртнă. Унăн аса илĕвĕсенче Днепр шывĕ çинче пынă çапăçусем еплерех иртни тĕлĕнтерет. Акă мĕн калатчĕ вăл:
– Нимĕçсем Днепр шывĕн сулахай çыранне килсе çитни çинчен хыпар пулчĕ. Вĕсем кĕске хушăрах çыран хĕрринчи сăртлă вырăнта çирĕпленсе ларчĕç. Эпир ирттерекен наступленисене сире-сире ячĕç. Пысăк çухатусем тÿсрĕмĕр. Мана, разведчиксен взвод командирне, П.Полищук капитанпа А.Герасимов политрук хăйсен патне чĕнтерсе çапла каларĕç:
– Тăшман еплерех хĕç-пăшалланнине, хĕç-пăшал склачĕсем малти окопсенчен ăçтарах вырнаçнине пĕлмелле. Тĕллевĕ питĕ яваплă, тăшман сире асăрхамалла мар, сирĕн вĕсемпе çапăçăва кĕме юрамасть.
Разведкăна кайма виçĕ юлташа суйласа илтĕм. Днепр шывĕ пĕлĕтсен айĕнчи уйăх çутипе вăхăт-вăхăт кĕмĕл евĕр çуталкаласа илет. Манпа пĕрле Тутар Республикинчи Рункă чăвашĕ Павел Митрофонов сержант, Петя Хижняк украинец кĕçĕн сержант, взводри радист, вăрçăччен Батуми хулинче спорт шкулĕн тренерĕ пулса ĕçленĕ Жора Матиашвили грузин. Эпир Днепр çыранĕ тăрăх вырнаçнă хăмăшлăхран тăшман позицине сăнатпăр. Тăшман ла-йăх маскировка туса вырнаçнине туятпăр.
– Днепрăн сулахай çыранне каçмалла,–тет Жора Матиашвили кĕçĕн сержант. Унпа пурте килĕшетпĕр. Нимĕçсем тавралăха прожекторсемпе çутатсах тăраççĕ. Мĕнле леш çырана каçмалла; Çур çĕр иртсен çумăр витререн тăкнă пек çума пуçларĕ. Çак самантпа усă курса çыран хĕрринче выртакан пĕрене патне йăпшăнса пыратпăр, ăна васкавлăн шыва антарса Днепрăн сулахай енне çур сехете яхăн ишетпĕр. Кунта та хăмăшлăх, инçех мар хăва тĕмĕсем курăнаççĕ. Унталла хырăмпа шăватпăр.
–Лайăх сăнав пункчĕ тупăнчĕ,- пăшăлтатать Митрофанов сержант.
Паха сведенисем пухса тăшманăн техникисем, çар склачĕсем вырнаçнă вырăнсене палăртатпăр. Вĕсем çине еплерех пемеллине тишкеретпĕр. Хижняк раципе штаба пĕлтерсех тăрать. Часах пирĕн катюшăсем тăшмана снарядсемпе пеме пуçларĕç. Тавралăха тăшман енчи вут-çулăм кăнтăрлахи пек çутатать. Штабран каялла таврăнмалли çинчен приказ пулчĕ. Задание тĕплĕн пурнăçласа Днепрăн сылтăм çыранне каçрăмăр. Пурте сывă. Пире Полищук кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Тав сăмахĕ каласа полк штабĕн çĕр пÿртĕнче канма ирĕк пачĕ.
Эпĕ, разведкăра самаях йĕпенсе ĕшеннĕскер, утă сарса хунă нар çине выртсанах çывăрса кайнă. Мана темĕнле вăй: “Вăран, тăр, Павăл”,- тенĕн туйăнчĕ. Кăмăлсăррăн куçа уçатăп. Ирхи хĕвел çути кăштах уçăлнă алăкран çутатса пăхать. Хĕвел пайăркисемпе хыр тураттисем çинчи сывлăм пĕрчисем шăрçаланнăн курăнаççĕ. Çутă пайăркисем килекен вырăнта шурă мĕлке курăнать. Вăл мана кăчăк туртса хăй патнелле чĕнет. Эпĕ куçăма шанмастăп: умра анне тăрать. Нар çинчен сиксе тăрса анне патнелле васкатăп. Ун хыççăн утса капмар хыр йывăççисем патне çитсен, штабăн çĕр пÿрчĕсем çине темиçе снаряд ÿксе шартлатса çурăлчĕ. Осколкăсем шăхăрса сас кăларса хырсен çумне пырса çапăнчĕç. Çĕр пÿрт вырăнĕнче тарăн шăтăк çеç курăнать. Шанмалла та мар, эпĕ çапла анне хăвачĕпе чĕрех юлтăм.
Павел Киргизов вăрçăн вутлă çулăмĕ витĕр утса çĕнтерĕве туптанă. Вăл Польша, Венгри, Югослави çĕрĕсене фашистсен пусмăрĕнчен хăтăлма пулăшнă.
1945 çулхи апрель уйăхĕн пуçламăшĕсенче пирĕн çарсем тăшманăн çирĕплетсе лартнă Кеннигсберг хулине штурмланă. Хула çывăхĕнче анлă çапăçусем пĕр чарăнмасăр эрне ытла тăсăлнă. Кунта Павăл кукка йывăр аманнă. Вăл вăрах вăхăт госпитальте сипленнĕ. Вăрçă чарăнсан çулталăкран тин госпитальтен тухса тăван ялне таврăннă. Суранĕсем ыратнине пăхмасăрах ĕçе кÿлĕннĕ. Патăрьелĕнчи МТСра фронтра туптанă хĕрÿлĕхне сÿнтермесĕр трактористсен бригадине ерт-се пынă, таврари ялсенче ырă йĕр хăварнă. Павел Архипович тăванĕсем хушшинче ĕçченлĕхпе çеç мар, чĕре ăшшипе те ырă тĕслĕх шутланнă. Ун витĕмĕпех Палюк, Элюк, Микула куккасемпе вĕсен ывăл-хĕрĕ Алманчăра ятлă, сумлă çынсем.
Микула кукка ывăлĕ, Михаил Николаевич Киргизов, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те ялти механизаторсене тăтăшах пулăшса пырать, усăллă канашсем парать. Киргизовсен ывăл-хĕрĕ–ăсчахсем, инженерсем, врачсем, милицин паллă ĕçченĕсем.
Акă, Киргизова–Тимирясова Та-тьяна Михайловна Алманчă шкулĕнчен вĕренсе тухсан Хусанти ветеринари институтĕнче ăс пухрĕ, ученăя тухрĕ. Вăл биологи наукисен кандидачĕ. Хальхи вăхăтра Америкăра контракт майĕпе ĕçлет. Рак чирне парăнтарассишĕн тăрăшать.
Элюк куккан ывăлĕ, Вениамин Алексеевич Киргизов, Шупашкар хула администрацийĕнче тăрăшать.
Павăл куккан кĕçĕн мăнукĕ, Герольд Николаевич Киргизов, ялти çĕр ĕç фирминче агроном пулса ĕçлет.
– Тăванăмсем, эсир хăвăр çуралса ÿснĕ вырăна ан пăрахăр, пирĕн ята ан çĕртĕр...– тесе пĕрре кăна каламан çак сăмахсене Павăл кукка. Çĕре паха вăрлăх акнă евĕр çав сăмахсем пирĕн асăма кĕрсе юлнă. Асра кăна-и, чĕре çумне вырнаçнă вĕсем.
Николай БОГДАНОВ.